Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сан ĕçне хаклани - телей

Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" Çырăвĕнче çак йĕркесем куç тĕлне пулчĕç: "...Çамрăк вĕрентекенсен, студентсен, çамрăксен инноваци хастарлăхне хавхалантарас тĕллевпе республикăра пин ытла стипендине туса хунă, Президент премийĕсен стипендийĕ ĕçлет...". Президент стипендине Чăваш Енре 1994 çултанпа параççĕ. Елчĕк районĕн пултаруллă çамрăкĕсене те асăннă стипенди çулсеренех тивĕçет. Вĕсенчен пĕри - Ĕнел ялĕнче пурăнакан 2006 çулхи стипендиатка Алина Галкина.
Пытармастăп, фермăра тăрăшакан пултаруллă çамрăкпа паллашма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Эпир çитнĕ тĕле Алина выльăхсем пăхатчĕ. Ветеринарта тăрăшнă май фермăрисене çеç мар, ялти хуçалăхсенчи выльăхсене те сиплеме час-часах чĕнеççĕ Алинăна. "Нумаях пулмасть Таяпа Энтри ялне çитсе килтĕм. Пĕрисен выльăхĕ чирленĕ те, пулăшу ыйтакан çынна мĕнле итлемĕн", - кăмăллăн калаçать пирĕнпе уçă хĕрарăм. Чылай çамрăк ĕçсĕр пулсан та фермăра пилĕк авасшăнах маррине шута илсе Алинăна çакăн евĕр ыйту паратăп:
- Мĕншĕн шăпах çак профессине суйланă-ха эсĕ?
- Выльăхсене чунтан юратнипе çыхăннă-и, тен. Мĕн пĕчĕкрен шеллеттĕмччĕ эпĕ вĕсене.
Шкул пĕтерсен Таяпа Энтри хĕрĕ ветеринар профессине алла илет. Ĕнелти Юрий Петрович Галкинпа пĕрлешсе çемье тĕвĕлет. Çемьере икĕ ача çитĕнет. Карина 1 класа çỹрет, Петя вара 6 çулта. Çамрăксем ашшĕ-амăшĕсен, çывăх тăванĕсен пулăшăвĕпе усă курса лартнă çуртра пурăнаççĕ. Мăшăрĕпе картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ вĕсем, ĕçре ỹркенмеççĕ.
"Санăн ĕçне ыттисем хаклани, Президент стипендине илме тивĕç пулни ĕçре тата та хавхаланма хистет", - тет А.Галкина.


"Елчĕк Ен"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться