Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Конвертри" ĕç укçипе налук

     Налук çинчен нимĕн пĕлмен, илтмен çын çук паян. Раççейре налук системине йĕркелесе пыма тытăннăранпах халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене кирлĕ шайра туса ирттереççĕ. Анчах çакна та пытармалли çук, граждансен тупăшĕ, урăхла каласан, официаллă майпа мар илекен ĕç укçи "пытанса" юлать, ун çине налук та хумаççĕ. Çакăншăн ĕç паракансем айăплă, ăна вĕсем хăйсен интересĕсемшĕн тăваççĕ. Çапла майпа ĕç укçинчен тытса юлса бюджета хывмалли налукран пăрăнаççĕ. Саккунпа палăртнă налуксене тỹлесси - конституци тивĕçĕ, саккуна пăхăнманнисене уголовлă майпа айăплаççĕ.

     Ĕçлекенсене тупăша ĕç укçи шучĕпе официаллă майпа мар, урăхла каласан, бухгалтери учетĕнче палăртмасăр тỹлесе тăраççĕ пулсан налуксем бюджета пырса кĕмеççĕ. Çакă уйрăм çынсен тупăшĕнчен тỹлекен тата пĕрлехи социаллă налукпа çыхăннă. Районшăн уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук пĕлтерĕшĕ пысăк. Ку чухне налуксен ытларах пайĕ вырăнти бюджета кĕрет, вăл район нушисене саплаштарма каять, тĕслĕхрен, сывлăха сыхлас, вĕрентỹ, культура ĕçĕсене аталантарма т. ыт. те. Уйрăм çын тупăшран налук тỹлени ĕçлекеншĕн хăйĕншĕн те усăллă. Налук законодательствипе килĕшỹллĕн, уйрăм çынсен тупăшĕнчен налук тỹлекенсене çурт-йĕр туяннă, вĕреннĕ, сывату учрежденийĕсенче сипленнĕ чухне пулнă тăкаксен 13 процентне каялла тавăрса параççĕ. Çав вăхăтрах "конвертпа" ĕç укçи илекенсен çак йĕркесемпе усă курма май çук.
     Чирлессинчен никам та страхланман. Больничнăй листпа пулнă тапхăршăн расчет тăвасси те официаллă майпа ĕç укçи илнине кура пулса пырать. Налука саккунпа килĕшỹллĕн, тĕрĕс тỹлесе пыни ĕç пенсийĕн страховани тата пухăнса пыракан укçине ỹстерсе пыма май парать.


"Елчĕк Ен"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться