Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кашнине тивĕçтермелле

     XXI ĕмĕре кĕтĕмĕр пулин те, чылай çĕршывра ĕç вырăнĕсенче суранланасси, професси чирĕсемпе сиенленесси çав-çавах йышлă. Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак сăлтавсемпе çулсерен 2 миллион çын пурнăçран уйрăлать, пĕтĕмпе 1250 миллиард доллар усăсăр çухалать. Çакна шута илсе, 1996 çулта ирĕклĕ профсоюзсен Пĕтĕм тĕнчери конфедерацийĕ ĕçре суранланнă е вилнĕ ĕçченсене асăнса Пĕтĕм тĕнчери асăну кунне ирттерме йышăннă. Вăл çивĕч ыйтусене татса пама тивĕç - ĕçре кашни çыннăн сыхланмалла. Çапах та çитменлĕхсем çав-çавах чылай. Иртнĕ çул çеç Чăваш Республикинче 34 çын производствăри инкек-синкеке пула вилнĕ. Чăвашстатăн кăтартăвĕсем тăрăх, вăхăтлăха ĕçрен 479 çын уйрăлнă. Пирĕн районта производствăра çынсем инкек курнă тĕслĕхсем пулман. Çакă лайăх тесе палăртни вырăнлă.
     Çын пурнăçĕ хаклă пулнине шута илсе, ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ ытларах уйăрмалла. Пирĕн районта та иртнĕ çул кашни ĕçлекен çын пуçне вăтамран 463 тенкĕ уйăрнă, ял хуçалăхĕнче - 482 тенкĕ. НПО "Промсервис" АХОра ку енĕпе пуçаруллă - кунта ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама кашни ĕçлекен çын пуçне 1585,3 тенкĕ тăкакланă. "Нива" ЯХПКра çак кăтарту 869 тенкĕпе, "Труд" ЯХПКра - 667, "Родник" ЯХПКра - 893, "Рассвет" ЯХПКра 640 тенкĕпе танлашать.
     Производствăра суранланассинчен сыхланасси, ĕç условийĕсене лайăхлатасси ĕçпе тивĕçтерекенĕн тĕп тĕллевĕ пулмалла. Çав вăхăтрах ĕç культурине ỹстересси çине, ĕç хăрушсăрлăхĕ пирки те ытларах тимлĕх уйăрмалла.


"Елчĕк Ен"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться