Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ир акнă вăрлăх пысăк тухăç шантарать

     "Сатурн" хуçалăх çурхи уй-хир ĕçĕсене чи малтан пуçăннисенчен пĕри пулчĕ. Çакăн валли вĕсем хĕл каçипех тĕплĕн хатĕрленнĕ: çунтармалли-сĕрмелли материалсене кирлĕ таран саппасланă, пур пек ял хуçалăх техникине малтанах лайăх юсанă, минераллă удобренисемпе ял хуçалăх культурисен çĕнĕ вăрлăхĕсене туянма та вăй çитернĕ. Хуçалăхри уй-хир ĕçченĕсем черетлĕ ака çине пысăк хавхаланупа пуçăннине ăнланма пулать. Мĕншĕн тесен вĕсем иртнĕ çулхи хăйсен ĕç результачĕсемпех кăмăллă юлнăччĕ. Механизаторсен тăрăшулăхне пула хуçалăхра кĕркунне пĕр пусăм çĕр те сухаланмасăр юлмарĕ.

     Аслă Мăнкун хыççăн, тунти кун, хуçалăхра тулă акма тухрĕç. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕсене унтан та маларах минераллă удобренисемпе апатлантарма ĕлкĕрнине пĕлтерчĕ Сергей Курчин агроном. Эпир кунта шăпах вăхăтлă, акма тухнă самантра çитрĕмĕр. Сергей Курчин агрономпа пĕрле хуçалăхăн çĕнĕ ертỹçине Юрий Викентьева, унăн çумне Петр Купташкин зоотехника та хиртех тĕл пултăмăр. Владимир Крысов механизатор малтан лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ анара пĕрремĕш çаврăм турĕ. Юрий Викентьев ертỹçĕ акана хутшăнса ĕçлекенсемпе паллаштарчĕ: Алексей Никитин - Владимир Крысов механизатор пулăшаканĕ, Александр Семеновпа Алексей Ильин, Олег Краснов - сеяльщиксем, Александр Красновпа Валерий Семенов хире удобрени тата вăрлăх турттарса тăраççĕ, Федор Федоровпа Валерий Петров тырра акакан агрегатсем çине пушатаççĕ, Вениамин Егоров удобренипе тивĕçтерет, Сергей Митрофанов грузчик ĕçĕсене пурнăçлать. Ĕç алли çителĕклĕ хуçалăхра.
     Çурхи культурăсене кунта 390 гектар çинче акса хăварма палăртнă. "Сатурн" хуçалăхри механизаторсем, специалистсем мал ĕмĕтпе, шанăçпа пурăнаççĕ. Çĕнĕлле ĕçлеме, туса илекен ял хуçалăх культурисен тухăçне ỹстерме кирлине, унсăрăн аталанма шанăç сахалрах иккенне ăнланса кăçал вĕсем минераллă удобренисем, ял хуçалăх культурисен пысăк тухăç шантаракан çĕнĕ сорчĕсене туяннă...


"Елчĕк Ен"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться