Европăна утса тухнă
Яков Григорьевич Шадриков 1894 çулта Таяпа Энтри ялĕнче çуралнă. 1915 çулта унăн патша çарне кайма ят тухнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, Австри-Венгри фронтĕнче стрелок пулса çапăçнă, тăшман тыткăнне лексе хĕн-хур курнă. Итали чиккинчи Альп тăвĕсем патĕнче вырнаçнă лагерьтен Я.Шадриков икĕ юлташĕпе пĕрле тарма май тупнă. Çапла вĕсем Альп тăвĕсем урлă каçса Итали çĕршывне çитсе ỹкеççĕ. Милан хулинчен вĕсене Францире вырнаçнă Марсель хулине ăсатаççĕ. Париж хулине хăй куçĕпе курнă чăваш çынни вăл, Якку тете. Тыткăна лекнĕ салтаксене пулăшса Франци правительстви Гавр порчĕ урлă Архангельск хулине ăсатать. Чăннипех те мухтава тивĕçлĕ Якку тете. Хут вĕренмен, вырăсла калаçма пĕлмен хресчен ывăлĕ çулталăк çурă хушшинче темĕн те курнă: 1-мĕш тĕнче вăрçинче нимĕç çарĕпе çапăçнă, тыткăнра асапа тỹснĕ, тăван çĕршыва çитес тесе Австри, Итали, Франци çĕршывĕсенче пулнă, темиçе пин çухрăма утса тухма вăй çитернĕ. Раççее сыввăн таврăнсан Якку тете патша хĕсметĕнче, ун хыççăн тата 3 çул Хĕрлĕ Çар ретĕнче службăра тăрать.
Вăрçă çулăмĕ витĕр ĕмĕр тăршшĕпех утма тивет Яков Григорьевича. 1941 çулта çĕршыва фашистла Германи тискеррĕн тапăнса кĕрсен 48 çулхи Якку тете каллех фронта каять. Килте мăшăрĕ сакăр ачипе тăрса юлать. Çамрăк мар пулин те вăрçă тăршшĕпе вăл 13-мĕш армин куçса çỹрекен госпиталĕнче санитар пулса хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Госпиталь пĕрре çеç мар тăшман ункине лекнĕ, хĕрỹ çапăçу кĕрлекен малти линире пулнă. Вăрçă хирĕнче хастар та паттăр пулнăшăн Я.Шадрикова "Çапăçура палăрнăшăн" медальпе наградăланă. 1945 çулта вăл килне таврăнать. Хастар ветеран мирлĕ вăхăтра та алă усса ларман. 75 çула çитичченех тăван колхозра вăй хунă.
Шадриковсен йăхĕнчен тухнă арçынсем - чăн-чăн çĕршыв хỹтĕлевçисем. Я.Шадриковăн ывăлĕ те вăрçа хутшăннă. 1942 çулта 19 çулхи каччă ашшĕ çулĕпех çĕршыва хỹтĕлеме фронта тухса каять. Нимĕç фашисчĕсене Европăра хỹтернĕ, Маньчжури çĕрĕнче яппун самурайĕсемпе çапăçнă. Н.Шадриков вăрçăри паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, нумай-нумай медале тивĕçнĕ. Н.Я.Шадриковăн мăнукĕсем те çар ĕçне суйласа илнĕ, Чечен вăрçине хутшăнма та тỹр килнĕ вĕсен.
Яков Шадриковăн шăллĕ те Григорий Григорьевич Шадриков Брест крепоçĕн паттăр хỹтĕлевçи. Вăл "Хастарлăхшăн" медале тивĕçнĕ. Г.Шадрикова пĕлмен çын таврара сахал пулĕ. Нумай çул "Смычка" колхоза ăнăçлă ертсе пынă. Колхоз малти ретре пынă, çавăншăн Григорий Григорьевича Хисеп Палли орденĕпе наградăланă.
Шадриковсен йăхĕ чăннипех те ырă ята тивĕçнĕ. Яков Григорьевич Шадриков хăйех виçĕ вăрçă вучĕ витĕр тухнă.
Таяпа Энтри шкулĕнче 5 класра вĕренекенсем "Вăрçă çулĕ - вăрăм çул" тематика каçĕнче Шадриковсен йăхĕнчи паттăр çынсен кун-çулĕсемпе паллашрĕç. Тĕпчев-шырав ĕçне хутшăнма хавас пулчĕç, хăйсен йăхĕнчи паттăр çынсен пурнăçне тĕплĕн тишкерме шутларĕç.
"Елчĕк Ен"