Çирĕплĕхпе тỹсĕмлĕхшĕн...
Мĕн авалтан арçын Тăван çĕршыв умĕнче чыслă тивĕçе пурнăçлать. "Ĕлĕкрех салтак пăтти çимен, маршбросоксенче чупман каччă сумсăр шутланнă. Хĕрсем вĕсен енне çаврăнса та пăхман", - аслăрах ăрури çынсем çапла каланине час-часах илтме пулать.
Аслă Пăла Тимешри Александр Сапожников хальхи вăхăтра мирлĕ пурнăçа сыхлать. Саша шкулта "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, 2002 çулта "Чи лайăх вĕренекен" ята тивĕçнĕ. А.Сапожниковăн класс ертỹçи пулнă, Аслă Таяпа шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Алевтина Александровна Васильева пĕлтернĕ тăрăх, Сашăна класри ачасем сăпайлăхĕшĕн, ăслă та пысăк тавра курăмлă пулнăшăн, панă сăмаха кирек хăçан та пурнăçа кĕртме пултарнăшăн хисепленĕ. А.Сапожников шкулта, район шайĕнче иртекен кашни олимпиадăнах хутшăннă.
Шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă Саша пĕлĕвне Шупашкарти строительство техникумĕнче анлăлатать, экзаменсене васкавлă майпа тытса салтак атти тăхăнать.
Çак кунсенче вара Сашăн ашшĕпе амăшĕ - Венамин Михайловичпа Раиса Филипповна - ывăлĕ хĕсметре тăракан çар чаçĕн командованийĕнчен Тав çырăвĕ илчĕç. Служба тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн, çар ĕçĕн вĕренĕвĕнчи лайăх кăтартусемшĕн, пуçарулăхшăн, çирĕплĕхпе тỹсĕмлĕхшĕн тав сăмахĕ каланă асăннă çырура.
"Елчĕк Ен"