Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

07:04_ Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ.

         Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кун эпир И.Я.Яковлева халалласа кашни çулах пысăк уяв ирттеретпĕр. Çак кун шкул библиотекарĕсен семинарне Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ирттертĕмĕр. Шкулта пире питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Чăн малтанах эпир шкулпа, шкул библиотекипе паллашрăмăр. Библиотекăра ачасене тата вĕрентекенсене кирлĕ литература çителĕклĕ. Вĕренỹ тата çамрăксен политики пайĕн методисчĕ Альбина Гавриловна Богданова библиотека ĕçенче кирлĕ материалсемпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсем чăваш çĕр-шывĕ чăн та паллă çынсемпе тата тĕрлĕ юрă-ташăпа пуяннине кăтартса пачĕç. Çак уява Карамаликова Е.П., Хушкина Н.З. тата Хушкин Н.П. тăрăшса хатĕрленни курăнчĕ.



26 апреля 2006
00:00
Поделиться