Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Переписчиксене - тĕрĕс информаци

     Ыйту: Халăх ял хуçалăх çыравĕ пирки мĕн шутланине пĕлме социологи тĕпчевĕсем ирттернĕ-и? Ирттернĕ пулсан мĕн кăтартса панă вĕсем?

     Хурав: Çапла, тĕпчевсем туса ирттернĕ. Тĕпчевсем пулас çырав влаçа кăна мар, пĕтĕм халăха кирлĕ пулнине кăтартса пачĕç. Социологи кăтартăвĕсем тăрăх, ăнлантару ĕçĕсем пуçланичченех хула халăхĕ 50 процент, ял çыннисем 51 процент çырав кирлĕ тесе палăртнă. Ыйтса пĕлнисенчен 16 проценчĕ анчах çырав кирлĕ мар тет. Халăхăн ытларах пайĕ çырава хутшăнасшăн. Тĕслĕхрен, хушма хуçалăхпа пурăнакансен 83 проценчĕ переписчиксене тĕрĕс информаци парассине пĕлтернĕ.

     Ыйту: Çырава хутшăнни çынсене мĕнле те пулин усă парĕ-и?

     Хурав: Çырава ăнăçлă ирттерсе яни ял ĕçченĕсен пурнăçне çăмăллатма пулăшĕ. Паллах, вĕсем тулли те тĕрĕс хуравсем парсан. Вĕсен хуравĕсем ял хуçалăхĕпе çыхăннă саккунсемпе влаç органĕсен йышăнăвĕсене кăларма, федераци, регион, муниципалитет программисене йышăнма пулăшĕç.
     Çын миçе çулти, мĕнле пĕлỹ, професси илни çинчен ыйтнисем влаçсене çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем туса пама, экономикăн аграри отраслĕ валли кадрсем хатĕрлекен вĕренỹ заведенийĕсем уçма, курссем йĕркелеме кирлĕ.
     Техникăпа оборудовани мĕн чухлĕ пулнине пĕлни çак машинăсене пуçтаракансене малалла мĕн чухлĕ тата мĕнлерех техника туса кăлармаллине пĕлме пулăшĕ.
     Ака тумалли çĕрсен калăпăшне, структурине пĕлни патшалăха çĕр пахалăхне лайăхлатса рынок вăхăчĕ ыйтакан хуçалăх çаврăнăшне кĕртсе яма кирлĕ.
     Çырав тĕрлĕ хуçалăх формисем шывпа, çулсемпе, электроэнергипе, газпа, çыхăнупа мĕнле тивĕçнине тĕрĕс кăтартса парĕ. Çакна кура патшалăх тата муниципалитет влаçĕсем çак ыйтусене татса памалли адреслă программăсем йышăнĕç. Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи штатра тăман служби.
     Çут çанталăк сыхлавĕн акцийĕ 2006 çулхи апрель уйăхĕнче халичченхи çулсенчи пекех çут çанталăк сыхлавĕн "Парксен маршĕ" акцийĕ иртет. Ăна заповедниксен, парксен пĕлтерĕшне ỹстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Акцие çĕршывĕпе 1 миллион çын таран хутшăнасса кĕтеççĕ.
     Кăçал пирĕн çĕршывра заповедниксен ĕçне йĕркелесе янăранпа 90 çул çитет. Çавăнпа акцие "Заповедник территорийĕ - тĕнче пуянлăхĕ" девизпа йĕркелеççĕ. Мĕншĕн тесен тĕнчере пĕртен пĕр биосфера, вăл ытти пур территорие те пырса тивет.
     Чăваш Республикинче те çут çанталăкăн паллă объекчĕсем пур. Сăр çывăхĕнчи патшалăх заповедникĕ, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ тĕнчипех сыхлакан территорисен шутне кĕреççĕ. 
     2005 çулта пирĕн çĕршывра парксен маршĕ акцие пурĕ 300 пин ытла çын хутшăннă. 500 ытла организаципе уйрăм çынсем активлă партнерсем пулса тăнă. 3 миллион тенкĕ ытла укçа пухнă. 220 ытла организаципе уйрăм çынсем спонсор пулма килĕшнĕ.
     2005 çулхи марша 70-е яхăн телекомпани, 46 радиокомпани, 185 хаçат активлă çутатнă. Ачасен ỹкерчĕкĕсен, фотоỹкерчĕкĕсен конкурсĕсене йĕркеленĕ. Болонья, Вишер, Кавказ заповедникĕсем çинчен çутатнă репортажсене чи лайăххисем тесе йышăннă. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнă.
     Кăçал та Парксен маршне вĕренекенсем, ытти çынсем активлă хутшăнма пултараççĕ. Районсенчи экологи фончĕсенче ку ыйтусем пирки тата Раççейри чĕрĕ çут çанталăк сайчĕ çинче http://www.biodiversity.ru/programs/mp/2005.html ĕплĕнрех пĕлме пулать. Раççейри чĕрĕ çут çанталăк сыхлавĕн центрĕ.


"Елчĕк Ен"
10 апреля 2006
00:00
Поделиться