Клиент кунĕнче
Çĕмрен пек вирхĕнет вăхăт. Кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр та сисĕнмесĕрех çитрĕ, ăнăçлă пырать вăл. Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче республикăра клиент кунĕ иртрĕ. Елчĕкри почтамта, ялсенчи çыхăну уйрăмĕсене ял çыннисем пĕрин хыççăн тепри васкарĕç. Хаçат-журнал çырăнма килнĕ çынсене Елчĕк почтамчĕн начальникĕ П.Блинов, унăн çумĕ Н.Морозова, Г.Баранова оператор ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç.
Чи малтанах Елчĕкри поч-тамта Елчĕк ял тăрăхĕн тĕслĕх библиотекин комплектовани уйрăмĕн заведующийĕ О.Архипова çитрĕ. Вăл Елчĕкри, ялсенчи библиотекăсене хаçат-журнал çырăнчĕ. Пирваях ялти библиотекăсене район хаçатне çырăнса пачĕ, унтан республикăра, центрта тухакан хаçатсене - пурĕ 65 экземпляр, 40 пин тенкĕлĕх. "Пурте хаçат çырăнаймаççĕ çав. Район хыпарĕсене пĕлмех сирĕн пата килтĕм" тесе калаççĕ Шăмалаксем", - тет В.Усанова библиотекарь.
Паллах, çăкăрпа çеç тутă пулаймăн. Чун апачĕ те кашни кунах кирлĕ. "Район хаçатне вуласах килет. Хамăр çырăнмасăр тăрса юлнă кăçалхи пĕрремĕш çур çулта. Кỹрше-арша, тăвансем патне каçсан тỹрех "Елчĕк ене" ярса тытатăп. Вулас килет ăна. Халĕ хаваспах çырăнтăм", - тет Елчĕкри Л.Пасхина. Унпа пĕрле килнĕ "Солнышко" ача сачĕн заведующийĕ Н.Степанова та коллективра вулама методика журналĕсем çырăнма кăмăл турĕ. Райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертỹçи В.Спиридонова "Елчĕк ен" хаçата çырăнмасăр пĕр çул та ирттермен. Çитес çур çулта та унсăр тăрса юласшăн мар вăл. "ЗАГС" журналпа "Хыпар" хаçат та алă айĕнчех.
"Елчĕк издательство çурчĕ" ПУП коллективĕн тĕп бухгалтерĕ Г.Капсулова та клиент кунĕнче вунă экземпляр ытла хаçат-журнал çырăнчĕ.
Хаçат-журнал çырăнмалли кампани малалла пырать. Хальлĕхе район хаçатне 1167 экземпляр çырăннă. Тепĕр хут аса илтеретпĕр: центрти, республикăри хаçатсен иккĕмĕш çур çултан хакĕсем ỹсрĕç, пирĕн хаçата вара халичченхи хакпах - 145 тенкĕ те 68 пуспах çырăнса илме пулать. Эрнере икĕ хут, ултшар страницăпа тухса тăракан район хаçачĕ кашни кил-çуртра, хваттерте кĕтнĕ тус-юлташ пуласса шанатпăр эпир. Клиент кунĕнче Елчĕкри почтамта е ялсенчи çыхăну уйрăмĕсене çитеймен туссене почтальонкăсемпе тĕл пулма сĕнетпĕр. Çыхăну уйрăмĕсем ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен ĕçлеççĕ. Паян ĕлкĕреймен пулсан, ыран сире хăйсем патĕнче хаваспах кĕтеççĕ çыхăну ĕçченĕсем.
"Елчĕк Ен"