Кăлтăксене вăхăтра пĕтермелле
Çурхи ĕçсем пуçланиччен тракторсемпе прицепсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма кирлĕ. Çакна районта пурнăçлама тытăнчĕç. Чи малтанах ятарлă комисси членĕсем "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи машинăпа трактор паркĕнче пулчĕç.
Хуçалăхра техникăна çулсеренех лайăх хатĕрлеççĕ. Кăçал та çавах. 15 трактортан ытларах пайĕ патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухрĕ. Уйрăмах В.Кирилловпа С.Баймушкин механизаторсене палăртмалла - вĕсем хăйсене шанса панă техникăна юсавлă тытаççĕ. Акă, В.Кирилловăн гусеницăллă тракторĕ хуçалăха 1989 çултах килнĕ. Çулĕпе ватă пулин те, кивĕ тесе калаймăн - паянхи кунчченех ăна стартерпа хускатать. Кун пек тĕслĕх районти ытти хуçалăхсенче пур-ши? Калама йывăр. Куллен пăхса кăлтăксене вăхăтра пĕтернĕрен, В.Кирилловăн "хурçă учĕ" ăнăçлă ĕçлет - паян тесен паян уй-хире тухма пултарать вăл. Ытти тракторсене те тĕрĕслеве лайăх хатĕрленĕ. Кунта хуçалăх ертỹçин Ю.Мясниковăн, Н.Енедеров тĕп инженерăн тимлĕхĕ те пысăк пулни палăрать - вĕсем механизаторсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ, юсава кирлĕ запас пайсене тупса, туянса параççĕ. Çакă ĕçре ăнăçусем тума пулăшать те.
"Рассвет" хуçалăхăн ырă тĕслĕхне "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те алла илсе пыни палăрчĕ. Кунта пурĕ 9 трактор, вĕсенчен гусеницăллисем - 5. Иртнĕ çулхи кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăнах вĕсене юсама пуçăннă. Результатсем куç умĕнче - патшалăх техника тĕрĕслевĕн комиссийĕ кăлтăксем питĕ сахал тупрĕ - механизаторсем вĕсене те куç умĕнчех пĕтерчĕç. Г.Викентьев тĕп инженер та хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлани палăрать. Республикăри сухаçăсен ăмăртăвĕн чемпионĕ В.Кукурузов малашне те пысăк шайри тупăшусенче мала тухассине шанма пулать - тирпейлĕ, юсавлă пăхса тăрать вăл трактора.
Техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси - паянхи тĕп тивĕçсенчен пĕри. Çак ĕçе районта ятарлă графикпа пурнăçласа пырасшăн. Шел, хальлĕхе хăш-пĕр хуçалăхсенче ăна пăхăнасшăнах мар. Акă, "Нива", "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тракторсемпе прицепсене палăртнă вăхăта хатĕрлесе çитереймерĕç. Мĕн шутлаççĕ-ши вĕсенчи техникăшăн яваплă специалистсем?
Патшалăх техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче çулсеренех тĕрлĕ кăлтăксем тĕл пулаççĕ. Сăмахран, хăш-пĕр хуçалăхсенчи механизаторсем блокировка хатĕрĕсене йĕркене кĕртме "манса" каяççĕ. Çакă вара чи пысăк юсавсăрлăх - ахальтен мар ĕнтĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче тракторпа е ытти машинăпа таптанса вилнĕ тĕслĕхсем те пур. Çакна шута илмеллех.
Çавăн пекех механизаторсем кивĕ йышши удостоверенисемпех çỹреççĕ. Техника хатĕрĕсем çинче огнетушительсем, аптечкăсем çукки те ĕçре чăрмав кỹме пултарать.
Час-часах тормозсăр прицепсемпе çула е ĕçе тухни те палăрать. Нивушлĕ специалистсемпе ертỹçĕсем çакна асăрхамаççĕ? Шел, чылай хуçалăхра çакăн пирки инкек пулсан çеç аса илеççĕ.
Патшалăх техника тĕрĕслевĕччен кустăрмаллă тракторсене, прицепсене страхламалла, транспорт хатĕрĕшĕн налук тỹлемелле. Çакна техника тытакан уйрăм çынсем те манса каяс марччĕ.
Çур аки çывхарса пырать. Çавăнпа механизаторсен професси шайне ỹстересси пирки те шухăшламалла - хĕрỹ ĕçсем пуçланиччен вĕсене 40 сехетлĕ ятарлă программăпа вĕрентессине вĕçлемелле.
"Елчĕк Ен"