Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тискерлĕх

     Район халăхне пăлхатса янă çак юнлă та тискер преступлени пулнăранпа çулталăк иртрĕ. 2005 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче çĕрле Кушкăра пĕр айăпсăр çынна тискеррĕн вĕлернĕ. Çакăн çинчен районти тата республикăри массăллă инофрмаци хатĕрĕсенче çырса кăтартнăччĕ-ха. Анчах преступление уçса парса айăплисене суд туни, преступлени тума хутшăннă çынсене мĕнле наказани пани çинчен чылайăшĕ пĕлмест те пулĕ.
     2005 çулхи пуш уйăхĕн 27-28-мĕшĕсенчи çуркуннехи сивĕ çĕрле, унччен пĕр хут çеç мар судпа айăпланнă В.З.Резунов (Шупашкар çынни), Н.А.Киргизов (Патăрьел районĕн çынни), çавăн пекех Н.А.Киргизовăн йăмăкĕ И.А.Анохина (В.З.Резуновпа çырăнмасăр пурăннăскер) Кушкă ялĕнче ĕçсе ỹсĕрĕлнĕскерсем, унччен вĕсене палламан П.П.Новиковăн уçă кăмăлĕпе тата шанăçлăхĕпе усă курса "Кушкă" ЯХПКн лаша витин хурал пỹртне ăшăнма кĕнĕ. Çын ыр кăмăллăхĕ тата çынна шанни хуралçăна питĕ хака ларнă. "Хăнасем" сĕннипе пурте эрех ĕçнĕ. Çакăн хыççăн В.З.Резунов пуçне витерен лаша вăрласа тухас шухăш çуралнă. Анчах хуралçăран мĕнле хăтăлмалла? Вĕлермелле! Çак тĕллевпе В.З.Резунов П.П.Новикова йывăç пуленкипе нумай хутчен пуçĕнчен çапнă. Хуралçăна Н.А.Киргизов та пĕр хĕрхенмесĕр хĕненĕ. П.П.Новиков хăйне хĕнеме чарăнма ỹкĕтленĕ, вăл хăйне мĕншĕн хĕненине ăнланма пултарайман. Анчах эрех ĕçнипе минренĕ икĕ арçын чарăнма та шутламан, хуралçăна хĕненĕ те хĕненĕ. Çапах та В.З.Резунова лаша çине утланса чуптарма май килмен. Мĕншĕн тесен ферма алăкĕсене питĕрнĕ уçăсем хуралçăра мар, ферма скотникĕнче пулнă. Çакăн хыççăн виçĕ услап ферма территорийĕнчен тухса Патăрьел районĕ енне утнă, хĕнесе пĕтернĕ хуралçă хăйĕн ĕç вырăнĕнче вилме выртса юлнă.
     2005 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче пурнăç паллисĕр выртакан хуралçăна ĕçе пынă работниксем тупнă. Пулса иртнĕ ĕç право йĕркисене сыхлакансене çийĕнчех ура çине тăратнă. Район прокурорĕ те пĕр тăхтаса тăмасăр уголовлă ĕç пуçарнă. Следствипе шырав мероприятийĕсен пирвайхи тапхăрĕнче хуралçăна вĕлернĕ çынсем çинчен нимĕнле сведени те пулман. Çавăнпа йывăр преступлени тунă пирки темиçе верси те тухса тăнă. "Кам вĕлернĕ?" - çак ыйту тĕп вырăн йышăннă. Преступление уçса пама Чăваш Республикин прокурорĕн заместителĕн хушăвĕпе следствипе шырав ушкăнĕ йĕркеленĕ, Чăваш Республикин прокуратурин тата шалти ĕçсен министерствинчен специалистсем килнĕ. Преступление уçса парас ĕçе Елчĕк районĕн прокуратурин следовательне В.Д.Коннова шаннă.
     Ватăлса çитнĕ Р.А.Новиковăна пĕртен-пĕр ывăлĕ пурнăçран çакăн пек кĕтмен çĕртен уйрăлса кайнине ăнланса илме, хуйха тỹссе ирттерме питĕ йывăр пулнă.
     Çав вăхăтрах айăплисем преступлени тунă вырăнтан аякка кайма тăрăшнă, çапла майпа вĕсене никам та тупаймĕ тата айăплаймĕ тесе шутланă. Анчах шăпа урăхларах килсе тухнă. 2005 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче каçхине В.З.Резунова Патăрьел районĕн, пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Н.А.Киргизова Самар облаçĕн территорийĕнче тытса чарнă. Иккĕшне те Елчĕкри шалти ĕçсен пайне илсе килнĕ, арестленĕ.
     2005 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче В.З.Резуновпа Н.А.Киргизов П.П.Новикова вĕлернĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕçе Чăваш Республикин Верховнăй Судне пăхса тухма ярса панă. Чăваш Енĕн Верховнăй Сучĕн 2005 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнчи приговорĕпе иккĕшне те айăплă тесе йышăннă. В.З.Резунова РФ Уголовлă Кодексĕн 105 статйин 2 пайĕн "ж", "з" пункчĕсемпе, 162 статйин 4 пайĕн "в" пункчĕпе айăпласа 15 çуллăха, Н.А.Киргизова РФ Уголовлă Кодексĕн 105 статйин 2 пайĕн "ж" пункчĕпе 10 çуллăха ирĕкрен хăтарма йышăннă.
     Уголовлă яваплăхран пăрăнас тĕллевпе Н.А.Киргизов судра хăй айăпне, хăйĕн малтанхи кăтартăвĕсене йышăнман, нумай вăхăт прокуратура тата милици работникĕм пирки ỹпкелешнĕ. Приговорпа килĕшмен, ăна аслăрах судра пăхса тухма жалоба панă.
     Раççейĕн Аслă Сучĕн уголовлă ĕçĕсен суд коллегийĕн 2006 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче В.С.Резуновпа Н.А.Киргизов пирки йышăннă приговора улăштарман, кассаци жалобине тивĕçтермен. Приговор саккунлă вăя кĕнĕ.
     Çỹлерех асăннă уголовлă ĕçе тĕпчессинче тата уçса парассинче прокуратура следователĕ В.Д.Коннов, Елчĕкри шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ О.П.Емильев, милици сотрудникĕсем В.А.Мекшеев, С.С.Шаурбин тата ыттисем пысăк ĕç туса ирттернине палăрт-са хăварас килет.


"Елчĕк Ен"
07 апреля 2006
00:00
Поделиться