Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пултаруллă ертỹçĕне палăртаççĕ

     Ял хуçалăх производствине ертсе пыракан кадрсене суйласа илесси малалла пырать. Правительство комиссийĕнче нумаях пулмасть М.Шарафутдинов Комсомольски районĕнчи "Дубрава", И.Журавлев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи А.Николаев ячĕллĕ, А.Давыдов тата А.Молисов Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Победа" хуçалăхсенче ĕçлеме килĕшнĕ кандидатсен бизнес-проекчĕсене пăхса тухнă.
     Çак вăхăтчен ЧР Ял хуçалăх министерствине конкурса хутшăнма 96 заявлени панă. Çав шутран 42 кандидатăн ял хуçалăхне 5 çулта аталантармалли бизнес-проекчĕсемпе тĕплĕн паллашнă, вĕсенчен саккăрăшне суйласа илнĕ. Кăçал тата 35 ертỹçĕне ял хуçалăх ĕçне явăçтарма палăртнă.
     Правительство комиссийĕнче пăхса тухнă кандидатсем пурте аслă пĕлỹ илнĕ, ĕçри хăнăхăвĕ пысăк.


"Елчĕк Ен"
07 апреля 2006
00:00
Поделиться