Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çулсене вăхăтлăха хупнă

     Район пуçлăхĕн кăçалхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 123-мĕш йышăнăвĕпе çурхи тапхăрта Елчĕк районĕн, ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕ çинче тăракан автоçулсене, сооруженисене ватассинчен сыхланса, çул çỹремелли хăрушсăрлăха ỹстерес тĕллевпе шыв-шур вăхăтĕнче 7 тонна тата унран ытларах таякан транспорт хатĕрĕсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен вăхăтлăха çула тухма чарнă.
     Пассажирсене, çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттаракан автомобильсене, тракторсене тата заводсенчен илсе килекен ял хуçалăх машинисене, медицина тата ветеринари препарачĕсем, выльăх апачĕ, минераллă удобренисем, вăрлăх тата лартмалли материалсем, ăратлă выльăх, ял хуçалăх машинисене юсама запас пайсем, аш-какай хатĕрлекен предприятисене выльăх-чĕрлĕх, тĕш тырă, пĕр уйăхран кая мар сыхланакан апат-çимĕç продукчĕсем, предприятисемпе ял халăхĕ валли топливо турттаракан автомобильсене çула тухма тỹлевсĕр пропуск парассине йĕркелемелли çинчен каланă район пуçлăхĕн хушăвĕнче.
     "Специальная - жидкий газ", "Аварийная служба", "Техпомощь" тесе çырнă автомобильсене, почта, çыхăну транспорчĕсене ку йышăну пырса тивмест. Çул-йĕр службисен автоçул çинчи хăвăртлăха тата тулли массăна чакарма кирлине палăртакан паллăсем вырнаçтармалла. Елчĕк районĕн харпăрлăхĕ çинче тăракан муниципаллă автоçул çинчи йĕркене тĕрĕслесе тăрассине ГИБДД уйрăмĕпе пĕрле килĕшсе райадминистрацин капиталлă строи-тельство пайне хушса хăварнă.


"Елчĕк Ен"
07 апреля 2006
00:00
Поделиться