Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çул уçса памалла

     Раççей Федерацийĕн иртнĕ çулхи раштавăн 8-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе автогражданла яваплăха страхлассине улшăнусем кĕртнĕ. Кунта страхланăшăн тỹлемелли виçе пирки сăмах пырать. Асăннă ыйтусемпе пирĕн корреспондент районти шалти ĕçсен пайĕн ГАИ уйрăмĕн начальникĕпе К.А.Алексеевпа тĕл пулса калаçнă.

     - Константин Александрович, автогражданла яваплăха страхласси çинчен калакан саккун пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче нумай калаçаççĕ, унпа водительсем те кăмăлсăр. Çак саккунпа çыхăннă ыйтусем тавра хăвăрăн шухăшăра пĕлтереймĕр-и?

     - Автогражданла яваплăха страхласси (ОСАГО) пирки йышăннă саккун "пиçсе" çитмен тесех каламалла. Çавна шута илсех Раççей Федерацийĕн Правительстви иртнĕ çулхи утă уйăхĕнче хăйĕн ларăвĕнче асăннă саккун пурнăçа мĕнлерех кĕрсе пынине пĕтĕмлетрĕ, унăн çитменлĕхĕсене тупса палăртрĕ. Вĕсене шута илсе тивĕçлĕ органсене саккуна улшăнусем кĕртме хушса хăварчĕ. Уйрăмах саккунăн 5-мĕш статйинче улшăнусем кирлĕ. Унта çул çинчи аварисемпе (çын аманман, вилмен пулсан) документсем çырса хатĕрлесси çинчен каланă. Пĕчĕк аварисене те регистрацилеме, тĕрлĕ хутсем çырма ГАИ сотрудникĕн тухса каймаллаччĕ. Саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн пĕчĕк аварисене регистрацилеме халĕ автоинспекци сотрудникĕсем хутшăнмаççĕ. Эпĕ астăвасса, пуçласа саккуна йышăннă чухне те çавăн пек сĕнỹсем пулнă. Анчах, тĕрлĕ сăлтавсене пула, вĕсене вăхăтра шута илмен. Çапах пурнăç, практика саккуна тивĕçлĕ улшăнусем кĕртме хистерĕç, мĕншĕн тесен пĕчĕк аварисенчи лару-тăрăва тĕпчеме, тĕрлĕ документ хатĕрлеме ГАИ сотрудникĕсем тивĕçсĕр нумай вăхăт усăсăр çухатаççĕ тата ытти те.

     - Çак улшăнусене кĕртесси пушă вырăнта тухса тăман ĕнтĕ?

     - Çапла. Ют çĕршывсенче урăхла ĕçлеççĕ те. Çавăнпа та эпĕ автогражданла яваплăха страхлассине Францире еплерех йĕркеленипе хаçат вулакансене паллаштарасшăн. Ку çĕршывăн законодательстви Раççейĕннипе пĕр пекрехех. Францире автогражданла яваплăха страхласси 1958 çултанпах пулса пырать. 1960 çулта вĕсем Европротокол çине куçнă. 1968 çултанпа вара çул çинчи аварири çухатусене тỹрремĕн саплаштармалли схемăпа усă кураççĕ.

     - Мĕн-ха вăл Еропротокол?

     - Вăл çул çинче пулма пултаракан тĕрлĕ аварисен стандартлă схеми. Схемăра аварисен 30 ытла вариантне кăтартнă. Сăмахран, çак схемăна пăхса авари 10 вариантпа пулнине палăртаççĕ. Унпа килĕшỹллĕн аварире хăш водитель айăпли те уççăнах курăнать. Малалла страхлакан компани аварири çухатусене саплаштарать, айăпсăррине укçа тỹлет.
     Францире пĕчĕк аварисене (çын аманман, вилмен пулсан) полици сотрудникĕсем пачах каймаççĕ. Сăмах май каласан, çаратнă хваттерсене те каймаççĕ. Ку ыйтусемпе страхлакан компанисем ĕçлеççĕ. Енчен те инкек пулсан, авари тунисем вĕсем патне шăнкăравлаççĕ, компани представителĕ авари çухатăвĕсене палăртать, вара страховка укçине тỹлеççĕ. Франци полицийĕ çынсен пурнăçĕпе, сывлăхĕпе çыхăннă ыйтусене татса парассипе çеç ĕçлет. Енчен те çул çинчи инкекре çын аманчĕ е вилчĕ пулсан, аварие лекнисем сывлăх сыхлавĕн учрежденине шăнкăравлаççĕ, больница - полицие. Кун пек чухне полици авари пулнă вырăна тухса каять.
     Транспорт хатĕрĕсемпе пулнă аварири пĕтĕм ыйтусене вырăнтах татса параççĕ. Извещени çыраççĕ (Раççейре те çавăн пекех), аварие лекнĕ транспорт хатĕрĕсен хуçисем çỹлерех асăннă схемăпа авари вариантне палăртаççĕ. Кунта вара икĕ водительтен кашнийĕ хăйĕн айăпне сирес тесе схемăри тĕрлĕ варианта илме пултарать. Пĕр пек вариант пулмасть. Çакăн хыççăн кашни водитель хăй килĕшỹ тунă страхлакан компание тỹлев пирки ыйту тăратать. Çухатусене тỹрремĕн саплаштарассин тĕллевĕ çакă пулса тăрать те. Пирĕн патра инкек тỹсекенĕнĕн айăпланакан ен страхланнă компание каймалла. Францире вара страхлакан компани аварисен трафаречĕ тăрăх кам айăплине, тỹлев виçине палăртать, инкек тỹсекене укçа тỹлет. Çаксем пурте страхлакан организацин ыйтăвĕсем, ку ĕçе полици пачах хутшăнмасть. Енчен те водитель страховщик йышăнăвĕпе килĕшмесен вăл суда парать. Анчах та ыйтăва судпа татса панă тĕслĕхсем Францире çукпа пĕрех. Мĕншĕн тесен страховщик страхователе пур майлăн хỹтĕлет. Францири çак система çав тери лайăх ĕçлет, ун пек йĕрке водительсене тивĕçтерет. Мĕншĕн тесен хуть те мĕнле лару-тăрура та инкек тỹсекен тесе йышăннă ен страховка укçине туллин илет. Францире тепĕр майпа та усă кураççĕ. Инкек тỹсекене аварири çухатусемшĕн укçа тỹлес вырăнне страхлакан организацин мастерскойĕнче автомашинине юсаççĕ. Автомашина юсавра пулнă вăхăтра страхлакан компани хăйĕн автомашинине вăхăтлăха арендăна пама пултарать.
     Раççей Федерацийĕн автогражданла яваплăха страхласси çинчен калакан саккунĕ вăя кĕнĕ хыççăн Европротокола пирĕн çĕршывра та пурнăçа кĕртес ыйтăва çĕкленĕ. Аварисен схемине (трафаретне) те туса хатĕрленĕ, çирĕплетнĕ. Анчах та страхлакан компанисем хушшинче пĕр пек килĕшỹ çуккипе ăна йышăнман. Авари е Мускавра, е Парижра, е Елчĕк районĕнче пулнă - пур çĕрте те авари схеми пĕр пек. Çавăнпа пирĕн çĕршывра та Евро-протоколпа усă курни вырăнлă тесе шутлатăп.

     Пĕтĕмлетсе эпĕ çакна калама пултаратăп: Европа протоколне, туллин мар пулсан та, Раççейре çул уçса памаллах. Çакă автоинспекцие те, транспорт хатĕрĕсен хуçисене те çăмăллăх илсе килнĕ пулĕччĕ.



"Елчĕк Ен"
07 апреля 2006
00:00
Поделиться