Аякри çывăх тăван
Кашни халăхăн хăйĕн пахалăхĕсем пур. Çапах та "çỹллĕ шайри" тăрăшулăхпа сăпайлăх чăвашăн çеç. Çак паллăсем унăн ĕçĕ-хĕлĕнче, кăмăл-сипетĕнче уйрăмах уçăмлă. Çар хĕсмĕтĕнче те, Çĕпĕрти вахтăсенче те, Мускавпа Санкт-Петербург стройкисенче те ентешсем хăйсен "маркине" яланах тивĕçлĕхре тытса пыраççĕ. Вĕсемпе кăмăллă, вĕсене шанаççĕ, яваплă ĕçсем сĕнеççĕ.
Çỹлерех хускатнă тема вулаканшăн çĕнĕлĕх те, тĕлĕнтермĕш те мар. Çырас шухăш вара пачах ăнсăртран тата питĕ кăсăклă сăлтавран çуралчĕ.
Нарăс уйăхĕнче Мускавра идеологи активĕн вĕренĕвĕ иртрĕ. Унта Атăлçи тата Çурçĕр-хĕвел анăç Федераци округĕсенчи регионсенчен 300 çын хутшăнчĕ. Чăваш Енрен 10-ăн пултăмăр. Вĕренĕвĕн иккĕмĕш кунĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Моисеев:
- Николай, кунта Архангельск облаçĕнчен сирĕн район ачи пур, терĕ.
Кунашкал хыпар пĕлтерĕшне уçса пама кирлех-ши? Раççей тĕп хулинче, вуншар-вуншар наци ывăлĕ-хĕрĕ хушшинче Елчĕкрен пĕччен те мар иккен. "Хăш ял ачи-ши?" текен ыйту çеç вĕçĕм çаврăнчĕ пуçра.
Черетлĕ занятирен тухсан Канаш район администрацийĕн спорт пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Ильинпа пĕр арçын хайхи чăвашла çаптарса ларать. Тишкеререх пăхатăп та - хамăр ял ачи, Тăрăмран. Вăтăр виçĕ çул пачах курман та - улшăннă. Ялта вĕсен йышлă çемйине "Полбин" хушма хушаматпа аванрах пĕлеççĕ. Паспорт çинче вара - Геннадий Васильевич Владимиров. 51 çулхи ентешĕн ачалăхри, çамрăклăхри тапхăрне астăватăп-ха. Колхозри тĕрлĕ ĕçе яланах хастар хутшăнатчĕ. Спортра та маттурччĕ. Акатуйра пиччĕшĕсемпе - Виталипе тата Николайпа - виçĕ пин метра чупса ăмăртатчĕç.
Ỹркенменни, çине тăни пулăшнах ĕнтĕ Генăна малашлăх çулĕсенче. Канашри 1-мĕш номерлĕ ПТУра, Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ илни те, икĕ çул салтак пăтти çини те тĕрĕслев витĕр тухниех.
Пăрачкав хĕрĕпе çемье çавăрсан, службăра пулнă тăрăхра, Архангельск облаçĕнче тĕпленет. "Сельхозтехника" производство пĕрлешĕвĕнче инженер-электрикра, 19 çул "Ремгазэнергора" тĕп директорта ĕçлет. 2005 çулхи ака уйăхĕнчен - Ленск район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ.
Должноçне кура - ĕç калăпăшĕ те, яваплăхĕ те. Унсăр пуçне общество ĕçĕнче те хастар Геннадий Васильевич. Вăл - "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти политканашĕн секретарĕ. Икĕ хутчен партин Пĕтĕм Раççейри съездне делегат пулса хутшăннă. 18 çултах ВДНХн ылтăн медальне тивĕçнĕскер, халĕ унăн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсен шучĕ те çук.
Мăшăрĕ, Татьяна Алексеевна, 25 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Ывăлĕпе хĕрĕ Мускаври техника университетĕнче пĕлỹ илнĕ.
Мĕнех, кунашкал çемье пайтах, çапла. Анчах Владимировсен пурнăçĕ расна - хăйне евĕрлĕ: çынсене ырă кỹресси. Çемье ватăсене, чиркỹсене май килнĕ таран пурлăхпа, укçа-тенкĕпе пулăшать. Ку çеç те мар. Татьяна Алексеевнан ăс паракан сахал тупăшлă çемьесенчи талантлă ачасем те "учетра". Вĕсене, аслă шкула вĕрентме кĕртнĕ май, çулсерен "пособипе" тивĕçтереççĕ. Хальхи вăхăтра виçĕ студенткăна диплом илме хатĕрлеççĕ.
- Облаçре чăвашсен ентешлĕхне йĕркелесшĕн-ха, - çĕнĕ тĕллевпе паллаштарать Г.Владимиров. Иккĕленỹ çук: чăваш ачин палăртнине пурнăçа кĕртме опычĕ те çителĕклĕ, пултарулăхĕ те иксĕлми.