Яла аталанма пулăшу кирлĕ
"Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе агропромышленность комплексĕнчи пĕчĕк формăсене аталантарасси çине патшалăх енчен пысăк тимлĕх уйăрни куç умĕнче. Наци проектне пурнăçлама хресчен (фермер) хуçалăхĕсене 3 миллион тенкĕ таран, харпăр хăй хушма хуçалăхĕсене 300 пин тенкĕ таран кредит уйăраççĕ. Кредита РФ Перекет банкĕн Атăлпа Вятка банкĕн Патăрьелĕнчи 4440-номерлĕ Елчĕкри, Россельхозбанкăн Патăрьелĕнчи тата Комсомольскинчи хушма офисĕсем урлă илме пулать. Харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма уйăракан çăмăллатнă кредита илессин йĕркипе тĕплĕнрех паллашар. Ăна 18 çул тултарнă, харпăр хăй хушма хуçалăхне тытса пыракансем илме пултараççĕ. Граждансен харпăр хăй хушма хуçалăхĕпе пурăнни çинчен ял тăрăхĕнчи хуçалăх кĕнекинче регистрацилемелле, харпăр хăй счетне уçмалла.
Выльăх апачĕ хатĕрлеме, топливо, запас пайсемпе ял хуçалăх техники, юсамалли материалсем, выльăх-чĕрлĕх витисем валли оборудовани, минераллă удобренисем, ỹсен-тăрансене хỹтĕлемелли хатĕрсем, çамрăк выльăх тата чăх-чĕп, ветеринари препарачĕсем туянма, страхланăшăн тỹлеме 2 çуллăха, пысăкрах техника туянма тата строительство ĕçĕсене пурнăçлама 5 çуллăха кредит параççĕ. Малашне РФ Тĕп банкĕнчен илнĕ кредитсен процент ставкине субсидилеме палăртаççĕ. Кредит 16 процентлă пулсан, 12 процентне патшалăх саплаштарать. Юлашки 4 процентне ăна илекенĕн тỹлемелле.
Кредит ыйтăвĕ пирки граждансем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче ĕçлекен специалистсенчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултараççĕ. Пирĕн телефон номерĕ: 2-18-42. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курма васкăр!
"Елчĕк Ен"