Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Призыв пуçланчĕ

     Паянтан, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, çурхи призыв пуçланчĕ - 1979-1988 çулсенче çуралнă çамрăксем салтак аттине тăхăнĕç. Çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак призывра районти 39 каччă Раççей çар ретне тăрĕ. Çар тивĕçне пурнăçласси чыс та сум. Кĕрхи призывра çар комиссариачĕ плана 100 процент пурнăçланине, Елчĕк каччисем яланах паттăр та хăюллă пулнине шута илсен, кăçал та призыв ăнăçлă иртессе шанас килет.



"Елчĕк Ен"
31 марта 2006
00:00
Поделиться