Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Криминаллă хроника

     2006 çулхи пуш уйăхĕн 20-26-мĕшĕсенче район территорийĕнче 1 преступлени тунине палăртнă. Административлă право йĕркине пăснăшăн 109 çынна айăпланă. Вĕсенчен 20 çынна обществăлла вырăнсенче ỹсĕр çỹренĕшĕн, çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене пăснăшăн 85 çынна, çав шутран 4 водителе руль умне ỹсĕр ларнăшăн, суту-илỹ йĕркине пăснă 2 çынна тата ытти административлă право йĕркине пăснă 2 çынна айăпланă.

Вăрлаççĕ

     Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче паллă мар çынсем Аслă Пăла Тимеш масар картине вăрланă.

Хĕнеççĕ

     Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри "Летняя" кафе умĕнче Елчĕкре пурăнакан О. Шупашкар çыннине Ф.-на хĕнесе пĕтернĕ.
     Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Лаш Таяпари "Мария" лавкка умĕнче Лаш Таяпа çынни Д. пĕр ял çыннине В.-на хĕненĕ.
     Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тỹскелти С. хăйсен ялĕнчи Ш.-на хĕненĕ.
 
 Çул-йĕр çинчи инкек-синкек
 
      Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк - Пăва çулĕ çинче УАЗ автомашина çуран пыракан çын çине пырса кĕнĕ. Сурансене пула çуран çын вырăнтах вилнĕ.
     Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Елчĕк урамĕнче "2109" маркăллă автомашинăсем çапăннă, автомашинăсен кузовĕсем сиенленнĕ.


"Елчĕк Ен"
31 марта 2006
00:00
Поделиться