Филипп Киркоров - Елчĕкре
Алла Пугачевăпа уйрăлнă хыççăн Филипп Киркорова хĕрсем нумай çулăхаççĕ, хĕрсене перчетке пек улăштарать вăл. Хальхи вăхăтра Филипп чăваш хĕрĕпе туслă. Паян Елчĕкри культура çуртĕнче концерт парать. Филипп Елчĕке килнин сăлтавĕ те пысăк. Вăл суйласа илнĕ хĕрĕн кукамăшĕпе кукашшĕ Елчĕкрен. Туй умĕнхи концерта шăпах кунта ирттерме шухăшланă та. Киркоровăн иккĕмĕш арăмĕ кам пулассине пĕлес тесен районти культура çуртне васкăр. Концерт 19 сехетре пуçланать.
- Кулăш кунĕ тĕлне хатĕрленĕ.
"Елчĕк Ен"