Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă

УЧАСТНИКСЕМ. Кроса пĕрлешỹллĕ хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен, шкулсен, ял администрацийĕсен командисем хутшăнаççĕ. Хуçалăхсемпе предприятисем, ял администрацийĕсем - 3 атлет, вăтам шкулсем - 12 атлет, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем 8 участник тăратаççĕ.

ĂМĂРТУ ПРОГРАММИ. 6-7-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем (2 уч.) - 500 метра, арçын ачасем (2 уч.) - 1000 метра, 8-9-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем (2 уч.) - 1000 метра, арçын ачасем (2 уч.) - 2000 метра, 10-11-мĕш классенче вĕренекен хĕрсем (2 уч) - 1500 метра, каччăсем (2 уч.) - 3000 метра, хĕрарăмсем (1 уч.) - 500 метра, арçынсем (2 уч.) - 1000 метра, 35 çултан аслăрах ветеран хĕрарăмсем (1 уч.) - 500 метра, 40 çултан аслăрах ветеран арçынсем (1 уч.) 1000 метра чупаççĕ. Дистанцире программăран пăхнинчен ытларах участник чупсан, командăсен очкисене шутланă чухне малти икĕ атлет кăтартăвне илеççĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене, ытти вырăнсене йышăннисене финишра кăтартнă вăхăтпа палăртаççĕ. Вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен кăтартăвĕсене уйрăммăн шутлаççĕ. Пĕр-пĕр ушкăнра участник пулмасан чи кайри участник вăхăтне илеççĕ те 3 минут штраф очки хушаççĕ.

НАГРАДĂСЕМ. Хăйсен ушкăнĕсенче мала тухнă командăсене куçса çỹрекен кубоксем тата дипломсем, призерсене дипломсем парса чыс тăваççĕ. Уйрăм дистанцинче мала тухнă атлетсене - шкул ачисене, çитĕннисене, ветерансене "Елчĕк ен" хаçата 2006 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтараççĕ. Ăмăртăва хутшăнмалли заявкăсене çав кун тăратмалла. Вĕсене медицина работникĕ çирĕплетет. Ăмăрту ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче, 10 сехет те 30 минутра, Елчĕкри Таяпинка шывĕ урлă хывнă кĕпер çывăхĕнче пуçланать



"Елчĕк Ен"
31 марта 2006
00:00
Поделиться