Çамрăксене те пенси
Акă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ватăсен пенсийĕ ỹсессине пурте илтнĕ пулĕ-ха. Радиопа та тăтăшах калаçаççĕ ун пирки, телевизорпа та "Çĕнĕ хыпарсен" кăларăмĕнче кашни кунах хыпарлаççĕ. Паян вара ирех тата ырă хыпар пĕлтерчĕç: карчăк-стариксемсĕр пурăнакан çамрăк çемьесене те пенси пама пуçлаççĕ. Ялта ĕçсĕр çапкаланса çỹрекен арçынсене шелленĕрен. Паянтан пенсионерсен вăтамран 200 тенкĕ ỹсет пулсан, çамрăксен пенсийĕ - 500 тенкĕ. Аван вĕт.
- Кулăш кунĕ тĕлне хатĕрленĕ.
"Елчĕк Ен"