Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вырăнлă пулăшу

     "Çамрăк çемье" программăпа усă курса иртнĕ çул 42 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.
     Вăл шута Шăмалак ялĕнчи Андрейпа Наталия Петровсен çемйи те кĕрет. Патшалăх паракан укçа-тенкĕпе çурт илме пултарнă вĕсем.
     Икĕ ача çитĕнтерет çамрăк мăшăр. Катерина 1-мĕш класа çỹрет. Диана кĕçех икĕ çул тултарать.
     Андрейпа Наталия иккĕшĕ те "Свобода" хуçалăхра вăй хураççĕ. Ялти ытти чылай çемье пекех картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ вĕсем.
     Чăваш Ен Правительствипе Президентне çурт-йĕр çавăрас ĕçре пысăк пулăшу кỹнĕшĕн чунтанах тав тăвать çамрăк мăшăр.


"Елчĕк Ен"
22 марта 2006
00:00
Поделиться