Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тутарсемпе те туслă

     Вăрăмхăвари клуб çумĕнче ĕçлекен драма кружок чле-нĕсем кăçал ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса тĕрлĕ спектакль хатĕр-леççĕ.
     Çак ĕçе сцена ветеранĕсем А.Смирнова, Л.Николаева, 5 ача ашшĕ В.Перцев, 4 ача ашшĕ В.Паспеков хастар хутшăнаççĕ. Çамрăксен пултарулăхне, вĕсен ăс-тăн тата культура шайне анлăлатас ĕçре ырă тĕслĕх вырăнĕнче вĕсем.
     Тутар Республикипе кỹршĕллĕ пурăннă май чăвашпа тутар культурине, йăли-йĕркине сăнлакан спектакльсем лартасси те вăйра кунта. Ун пек спектакльсене Пăва районĕнчи чăвашсемпе тутарсем пурăнакан Тутиел ялĕнчи халăх хапăлласах йышăнать. Тутар ташшине ăста пĕлнĕренех, тен, кунти ĕçченсем вĕсемшĕн кĕтнĕ хăнасем. Драмкружокра çамрăксем те чылай. Л.Казначеева, Н.Казначеева, Н.Н.Казначеева, Е.Мышкова та чăн-чăн артистран пĕрре те кая мар.


"Елчĕк Ен"
22 марта 2006
00:00
Поделиться