Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Сурхури" уявĕ

     Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче "Путене" фольклор фестивалĕ иртрĕ. Унта çиччĕмĕш класра ăс пухакан ачасем те хастар хутшăнчĕç, куракансене ĕлĕкхи "Сурхури" уявне кăтартса пачĕç. Вĕсем мăн асаттесемпе асаннесем вылянă вăйăсене вылярĕç, вăл вăхăтри юрăсене шăрантарчĕç. Сценăна та ĕлĕкхилле хатĕрленĕ: кивĕ пỹртсем, çатан карта... Юмăç яни вара куракансемшĕн уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Сергей Зиновьев чăн та ỹркенмерĕ, килĕнчен чăх илсе килчĕ. Чăх вара урай варрине хунă тĕкĕрпе шыв лартнă çатмана мар, тулла чи малтан асăрхарĕ.



"Елчĕк Ен"
22 марта 2006
00:00
Поделиться