Патшалăх пулăшăвĕпе усă курмаллах
Тунти кун район администрацийĕнче пулса иртнĕ канашлу ĕçре палăрнисене чысланинчен пуçланчĕ. Район пуçлăхĕ Н.П.Миллин район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай ертỹçине И.В.Кузнецова "РФ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн хисеплĕ ĕçченĕ" ят, "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2006" Пĕтĕм Раççейри йĕлтĕрçĕсен чупăвне хутшăнса лайăх кăтартусем тунă спортсменсен, Шупашкарта иртнĕ чупăва коллектив членĕсене явăçтарнă ертỹçĕсен ушкăнне РФ Физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен федераллă агентствăн Хисеп грамотисене панă ятпа саламларĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи В.Н.Никитин "Агропромышленноç комплексне аталантарасси" чи малтан пурнăçламалли наци проекчĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çак проекта пурнăçлама граждансен хушма хуçалăхĕсене 300 пин, хресчен №фермер№ хуçалăхĕсене 3 миллион тенкĕ таран кредит уйăраççĕ. Кунсăр пуçне ял хуçалăх производство кооперативĕсене выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарма, çамрăк выльăх, техника туянма тата ытти тĕллевсене пурнăçлама кредит пани пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Уйăрса паракан укçа-тенке илетпĕр-и эпир, унпа усă курса ял хуçалăхне аталантарма шутлатпăр-и? В.Н.Никитин каланă тăрăх, граждансен хушма хуçалăхне аталантарма пирĕн района 12 миллион та 950 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Хальлĕхе 1550 пин тенкĕ кредит илме документсем хатĕрлеççĕ, пĕр çын 70 пин тенкĕ илнĕ. Район пуçлăхĕ Н.П.Миллин калани вырăнлă тата тĕрĕс: ял хуçалăхне аталантарма уйăракан укçа-тенке пĕтĕмпех илмелле тата унпа усă курмалла. Унсăрăн пире тивĕçекен укçа-тенке ытти районсене куçарса параççĕ. Хальлĕхе Елчĕк ял тăрăхĕ çеç-ха ку енĕпе лайăх ĕçлени палăрать. Хуçалăхсенчен "Прогресс", "Свобода" инвестици кредичĕпе кустăрмаллă тракторсем туяннă. "Родник" ЯХПК тăратнă бизнес-план тăрăх 500 пин тенкĕ куçарса панă.
Канашлура граждансен хушма хуçалăхĕсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене уйăракан кредита ял çыннисем сахал илни, унăн сăлтавĕсем пирки калаçу çивĕч пычĕ. Тухса калаçакансен шучĕпе сăлтавне Перекет банкĕн системинчи çитменлĕхсенче шырамалла. Чăнах та, РФ Перекет банкĕн Атăлпа Вятка банкĕн Патăрьелĕнчи 4440-номерлĕ уйрăмĕн Елчĕкри офисĕн ертỹçи А.Ю.Ефимов каланă тăрăх, АПК аталантармалли кредита памалли инструкцисем, вĕсен процент ставкисем вырăнсене иртнĕ эрне вĕçĕнче çеç çитнĕ. Вăл кредит илмелли условисемпе паллаштарчĕ, малашне кредит илмелли хутсене хатĕрлесси тата укçа-тенкĕ парасси хăвăртланасса шантарчĕ.
Канашлура пушă выртакан çĕрсем пирки район пуçлăхĕ Н.П.Миллин сăмах хускатрĕ. Темиçе çул каялла ялта пурăнакансенчен чылайăшне çĕр пайĕсем пурри çинчен свидетельствăсем панă. Анчах нихăшĕ те хăйсен çĕр пайĕ ăçта вырнаçнине пĕлмест. Район администрацийĕн пуçарăвĕпе пĕлтĕр Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакансене вĕсен çĕр лаптăкĕсене ăçта вырнаçнине ĕнентерекен документ панă. Кăçал çак ĕçе пĕтĕм республикипех йĕркелеççĕ, çав шутра пирĕн районта та. Малашне çак çĕршĕн хуçи яваплă пулса тăрать, уншăн çĕр налукĕ тỹлет. Паллах, кашни çын çĕр çинче ĕçлеймест. Вĕсене ял хуçалăх производство кооперативĕсене, фермерсене арендăна пани те усăллă. Вĕсемех çĕр налукĕ тỹлеççĕ. Анчах çакна асра тытмаллине палăртрĕç канашлура: çĕре 5 çула арендăна пани меллĕ. Таяпа Энтринчи пек район тулашĕнчен килнĕ çынсене 49 çула пани çĕре яланлăхах çухатни пулать. Паян çĕр никама та кирлĕ мар пек. Анчах пурнăç малаллах шăвать, улшăнать, тепĕр темиçе çултан акăнмасăр выртакан пĕр пусăм çĕр те юлмасть. Ун чухне вăл хуçине тупăш пама пуçлать.
"Вăхăтĕнче çĕр пайĕ илсе юлнă ватăсем пурнăçран уйрăлса кайнă. Вĕсен ачисем, тăванĕсем пурах. Саккунпа килĕшỹллĕн çĕр пайĕсене ачисем çине еткерлĕхе куçармасан, çум курăк çеç ỹстерсен çĕр пайне суд йышăнăвĕпе патшалăха параççĕ", - терĕ Чăваш Республикинчи куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн федераци агентствин управленийĕн районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ пайĕн начальникĕ Г.А.Васильев.
Канашлура çавăн пекех район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Л.Г.Чернова района инвестици программисене пурнăçлама укçа-тенкĕ, дотаци уйăрса парассин калăпăшĕ малашне ял хуçалăх аталанăвĕпе çыхăнни çинчен каласа пачĕ. Мĕн чухлĕ нумайрах аш-какай, сĕт туса илсе сутатпăр - патшалăх та çавăн пек ытларах укçа-тенкĕ уйăрать.
Район пуçлăхĕ канашлура плотинасемпе кĕперсене, дамбăсене шыв-шур илсе каясран, ĕçмелли шыв башнисене çурхи шыв-шур юхса кĕресрен, кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăласран сыхă тăмаллине аса илтерчĕ.
"Елчĕк Ен"