Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Пỹрнеске" клуб

     Лаш Таяпа ял библиотекинчи "Пỹрнеске" клуба кĕçĕн класри ачасем çỹреççĕ. Ăна Э.Михеева библиотекарь йĕркеленĕ. Кунта ачасем тĕрлĕ пьеса тăрăх спектакльсем, пĕчĕк сценкăсем хатĕрлеççĕ.
     Нумаях пулмасть 5 класра вĕренекенсем Юхма Мишшин "Итлемен чăх чĕппи" хайлавĕпе сценка хатĕрленĕ. Хăйсен пултарулăхне Лаш Таяпари ватăсен çуртĕнче кăтартса панă. В.Михеев (итлемен чăх чĕппи), Ж.Арефьева (амăшĕ), М.Николаев, Н.Ермакова, К.Абдулкин, И.Львов "артистсем" кинемейсен кăмăлĕсене кайнă.
     "Атьăр, туслă пурăнар,
     Пĕр-пĕрне килĕштерер,
     Ачасене юратар,
     Аслисене хисеплер".
     Ачасем каланă çак сăмахсене уйрăмах килĕштернĕ вĕсем. Ваттисен çурчĕн ертỹçи Л.Князева ачасене питĕ тараватлăн кĕтсе илнĕ, хăна тунă.
     - Кун пек лайăх пăхсан тата та килĕпĕр, - шантарнă "пĕчĕк артистсем".


"Елчĕк Ен"
22 марта 2006
00:00
Поделиться