Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малтисен шутĕнче

     Пĕр тонна кивĕ хут 17 çитĕннĕ йывăçа касасран упраса хăварать. Çакна пирĕн шкулта аван ăнланаççĕ. Çавна май вĕренекенсем хушшинче кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пухасси йăлана кĕнĕ. Эпир 7 "б" класра ăс пухатпăр. Кивĕ хут пухас ĕçе çулсеренех хастар хутшăнса малти вырăнсене йышăнатпăр. 5 класра вĕреннĕ чух эпир кивĕ хут, тимĕр-тăмăр нумай пухса чи малти вырăна йышăнтăмăр, А.Николаев космонавтăн тăван ялĕнче Шуршăлта, Шупашкарта пулса куртăмăр. 6 класра вара каллех малти вырăна тухрăмăр, Тутар Республикин тĕп хулине Хусана кайса килтĕмĕр. Хусан пире хăйĕн илемĕпе тĕлĕнтерчĕ. Пурнăçра пĕрремĕш хут крепоçра пултăмăр, метрора ярăнтăмăр. II Екатеринăн карети çинче те ларса ярăнма май тупрăмăр. Асăнмалăх сувенирсем илсе килме те манмарăмăр ун чух.
     Хут пухас ĕçре пирĕн класс кăçал та малтисен шутĕнче. Л.Маркова класс ертỹçи хавхалантарса пынăран эпир 1200 кг кивĕ хут пухрăмăр, шкулта мала тухрăмăр. Кашни ачан 5 килограмм хут анчах памаллла пулсан та, эпĕ 137 килограмм, Т.Амурова 90 килограмм, А.Малов 110 килограмм, О.Герасимова 110 килограмм кивĕ хут пуçтарнă та ĕнтĕ.


"Елчĕк Ен"
22 марта 2006
00:00
Поделиться