Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Интереслĕ ĕçсем

     Пирĕн класра Людмила Александровна Горшкова ертỹçĕ тăрăшнăран тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ: "Мĕн? Ăçта? Хăçан?" вăйă, литература рингĕ, фантастика ỹкерчĕкĕсен конкурсĕ, çут çанталăкпа, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă викторинăсем тата ыттисем те. Нумаях пулмасть шашка турнирĕ иртрĕ.
     Шашкăлла выляссипе Федя Майкова çитекенни пулмарĕ, Олеся Молькова унран кăшт çеç сахал очко пуçтарчĕ.
     Вĕренỹре уйрăмах тăрăшуллисене те палăртса хăварас килет. А.Хушкина, В.Падуева, А.Райков, Е.Долгова, И.Кантеев, М.Свиягин, В.Убасева, А.Соколова, Е.Хушкин, В.Мешкова вĕренỹре те малта, класс тата ун тулашĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ.


"Елчĕк Ен"
22 марта 2006
00:00
Поделиться