Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Хула - сад" проект

     Елчĕк шкулĕнчи "Млечный путь" членĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе вулакана паллаштарсах тăрас килет. "Елчĕк енĕн" çак номерĕнче эпир сире хамăрăн "Хула - сад" проектăн малаллахи ĕçĕсем пирки каласа парасшăн. Проект малашлăхĕ паянхи кун районти тĕрлĕ пуçлăхсен çирĕплетĕвĕсенчен чылай килет. Вĕсене пухма эпир тĕрлĕ çĕре çитсе килтĕмĕр. Район архитекторĕ Ю.Ласточкин, Чăваш Республикинчи куçман пурлăх объекчĕсен кадастрĕн федераци агентствин управленийĕн районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ пай начальникĕ Г.Васильев, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ертỹçи В.Никитин тата экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ С.Цыганов, ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн начальникĕ В.Михайлов, "Чăвашэнерго" уçă акционер обществин Кăнтăр электросечĕн Елчĕкри электросечĕн начальникĕ Ю.Хушкин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д.Алюкин проектăн ĕç хучĕсене çирĕплетсе алă пусса пачĕç, эпир пуçланă ĕçе килĕштерчĕç, пулăшма шантарчĕç. Проекта пурнăçа кĕртме халĕ пире çĕр лаптăкĕ те уйăрса панă.
     Çакна та палăртас килет, пирĕн шкулта "Чи илемлĕ парк" номинаципе ỹкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем конкурса хаваспах хутшăнчĕç. Кашни ача тенĕ пекех паркра мĕн те пулин уйрăмлăх курасшăн. Эсĕ те, хаклă вулакан, хаçата хăвăн шухăшна çырса пĕлтерме пултаратăн.


"Елчĕк Ен"
22 марта 2006
00:00
Поделиться