Яланах çапла пултăрччĕ
Хăвăлçырмари шкулта учительсемпе вĕренекенсен пĕр пушă вăхăт та çук. Предметсен эрнисем пĕрин хыççăн тепри иртсе пыраççĕ. Вĕренекенсен тавра курăмне аталантарма, ăс-тăнне çирĕплетме пулăшакан вăйăсене те час-час йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть иртнĕ географи эрнинче ачасем ăшă Африкăна "çитсе" килчĕç. Эрне планне географи предметне вĕрентекен Г.Ловкин питĕ тĕплĕн хатĕрленĕ. Пĕтĕмлетỹ уявĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.
Вырăс чĕлхипе литература эрни те нумайăшĕн асĕнче юлчĕ. О.Дмитриевăпа Л.Кувшина вĕрентекенсем классенче олимпиадăсем йĕркелерĕç. "Раççейĕм, юрататăп эп сана" темăпа Л.Кувшина ашшĕ-амăшĕсен умĕнче уçă урок ирттерчĕ.
Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ иртнĕ кун шкулта "Пĕчĕк çеç путене" ятпа хатĕрленĕ уява та асăнса хăварас килет. Ĕçчен те çепĕç аннесен аллисем çĕлесе-тĕрлесе панă чăваш кĕписемпе саппунĕсем пĕчĕк артистсене татах та капăрлатрĕç ун чух. Ĕлĕкхи чăваш вăййи-юррисене ачасем асра тытни пурин кăмăлне те кайрĕ. Çак уява хатĕрлеме музыка предметне вĕрентекен С.Краснова нумай вăй хуни палăрчĕ. Уяв хыççăн 2006 çул ăс-хакăл çутлăхĕпе чун-чĕре пуянлăхĕн çулĕ пулнине тĕпе хурса Г.Ловкин директор доклад туса пани питĕ вырăнлă пулчĕ. Унăн тĕп шухăшĕ çакă: кирек мĕнле вăхăтра пурăнсан та вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен умĕнче пĕр тĕллев - ачасене вĕрентсе ырă кăмăллă, сăпайлă, ĕçе чунтан юратакан çынсем туса çитĕнтересси. Вĕсен тăрăшулăхĕ ахалех ан пултăрччĕ. Çакна ачасем тỹрре кăларччăрах.
"Елчĕк Ен"