Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Улми йывăççинчен аякка ỹкмест

     Ача ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă ỹссе çитĕнни, çĕршыва юрăхлă çын пулни ашшĕ-амăшĕшĕн ахахран та, ылтăнран та хаклăрах.
     Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан Петр Николаевичпа Зинаида Александровна Петрушкинсем виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Саша, Алеша, Андрей - юмахри пек виçĕ ывăл. Виççĕшĕ те спортра та, вĕренỹре те тăрăшуллă.
     Саша Шупашкарти педагогика институтĕнче пĕлỹ пухнă. Унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухса физкультура учителĕ пулса тăнă. Тăрăшуллăскер, паянхи кун икĕ çĕрте вăй хурать - физкультура учителĕнче тата шыравпа çăлав службинче. Çакна та асăнар: Саша Петрушкин ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕ.
     Иккĕмĕш ывăлĕ, Алеша, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 5 курсра вĕренет. Пулас технолог-экономист "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Вĕренỹре çеç мар, спортра та палăрнă вăл. Штанга йăтас енĕпе район, республика шайĕнчи ăмăртусене пĕрре çеç мар хутшăннă. Палăртма кăмăллă: тăрăшуллă студента тивĕçлипе хакланă - А.Петрушкин 2006 çулта Чăваш Президенчĕн Н.Федоровăн стипендине илсе тăма тивĕçлĕ пулчĕ.
     Алеша столяр-платник ĕçне те аван чухлать. Сĕтел-пукан е тĕрлĕ хатĕр ăсталама маçтăр вăл.
     Петрушкинсен кĕçĕн ывăлĕ, Андрей - пулас медицина ĕçченĕ. Вĕренỹре "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать.
     "Улми йывăççинчен аякка ỹкмест", - теççĕ халăхра. Петр Николаевич Петрушкинпа унăн мăшăрĕ - ялта сумлă та ятлă çынсем. Ĕçре ырăпа палăрнă мăшăр. Петр Петрушкин çамрăклах ăста спортсмен пулнă. Районта иртекен акатуйра кĕрешсе пĕрре мар çĕнтернĕ вăл. Вăхăтĕнче кире пуканĕ йăтассипе начар мар кăтартусем тунă. Велосипедпа ăмăртса район тата республика чемпионĕ ятсене çĕнсе илнĕ


"Елчĕк Ен"
14 марта 2006
00:00
Поделиться