Сĕнỹсем тĕрлĕрен
"Елчĕк ен" хаçатăн иртнĕ номерĕнче вулакансене эпир "Хула-сад" проекта пурнăçа кĕртес шухăша пĕлтернĕччĕ. Малалла сире хамăр туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарасшăн.
Вулакан астăвать пуль, "Млечный путь" пĕрлешỹ тăватă ушкăнран тăрать.
Мĕн шухăшлать халăх пирĕн проект пирки? Килĕшет-и ăна кану вырăнĕ тăвас шухăш? Çынсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлессипе ятарлă пĕр ушкăн ĕçлемеллине пăхмасăр, çак ыйтусем тавра пур ушкăн та ĕçлерĕ. Хальлĕхе 628 çын сĕнĕвне шута илтĕмĕр. Проекта пурнăçа кĕртме хутшăнса хăйсен пулăшăвне сĕнекенсем те пулчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ паркра ача-пăча лапамĕ, юрату аллейи, йывăçран хатĕрленĕ тĕрлĕ кулепе, илемлĕ чечексемпе йывăçсем курасшăн. Пирĕн проект пирки эсĕ мĕн шухăшлатăн, вулаканăм? Хуравсене "Елчĕк ен" хаçатра кĕтетпĕр
"Елчĕк Ен"