Пуласлăхна пĕтме ан пар
Наркомани... Мĕн тери хăрушă чир вăл. Ун витĕмне лекнĕ çын пуçĕпех пĕтет. Çитĕнекен ăрăва "шурă вилĕм" аллинчен мĕнле туртса илмелле( Таяпа Энтри ялĕн библиотекинче çак ыйтусем тавра вĕренекенсемпе, ял çамрăкĕсемпе калаçу пуçарас тĕллевпе "Пуласлăхна пĕтме ан пар" кĕнекесен куравне хатĕрленĕ. Нумаях пулмасть вĕренекенсем- пе асăннă темăпа кĕнекесен тишкерĕвне те ирттернĕ. Мĕн ăса хывма пултарчĕç кунта пуçтарăннă ачасем( Наркоманипе ытларах çула çитмен ачасем чирлеççĕ. Çак чир никĕсне хывма пулăшакан пулăм _ çемьери тăнăçсăрлăх, ачана тимлĕх уйăрманни, кирлĕ чух ăнланма тата пулăшма пĕлменни... Йăнăш çул çине тăма питĕ ансат, анчах та кайран çутă пурнăçа таврăнма ытла хĕн. Çавăнпа та çичĕ хут шухăшламалла, тỹрĕ çултан пăрăнма юрамасть.
Л.Петрушевская çырнă "Глюк" произведенине тĕслĕх вырăнне илни меллĕ. Мĕн тери тарăн шухăш упранать çак кĕнекере. Ăна вуласа тухнă хыççăн пĕр çамрăк та наркотиксемпе çыхăнса çĕр çинчи ырă пурнăçа "тамăкпа" улăштармĕ.
Наркомание хирĕç пĕччен кĕрешеймĕн. Пĕрлĕхре вăй пулнине тĕпе хурса çак "тискер авăртан" хăтăлма пулатех.
"Елчĕк Ен"