Пĕчĕккисем чирлеççĕ
Шатра (ветряная оспа) сывă ачасемшĕн ытлашши йывăр чир шутланмасть. Урăх чирпе чирленĕ ачасене шатра тухсан вара вĕсен чирĕ тепĕр хут вăйланса шала кайма пултарать. Начар та имшер ачасем шатрана йывăр чăтса ирттереççĕ.
Шатра - хăвăрт ерекен чир. Вăл тепĕрне 9-25 кунтанах лекме пултарать. Тин çуралнă ачасем ветрянкăпа сахалтарах чирлеççĕ. Шатрасем тухас умĕн ача вĕриленет, вĕсем малтан пуçа, хăлха хыçне, мăй, пит çине тухаççĕ. Тепĕр кунне çурăм, урасем шатра ăшне путаççĕ. Шатра шывлă пулать, йĕри-таврашĕ хĕрелет. Чир йывăр пуçлансан шатрасем пỹрленеççĕ. Вăл тухнă чухне çан-çурăм хытă кĕçĕтет, ачасем ăна хыçса татаççĕ. Ун хыççăн шатрасем часах тỹрленмеççĕ, теприсем (шывланманнисем) вара 8-10 кунтан типеççĕ. Кун пек чухне чир ытти ачана лекмест.
Чирлĕ ачана таса тăхăнтартмалла, кĕпе-йĕмне час-часах улăштармалла. Шатрасем типе пуçласан пепкене шыва кĕртме юрать. Чирлĕ ача патне сыввисене пачах кĕртмелле мар.
"Елчĕк Ен"