Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕнекесен тĕнчинче"

     Вулавăш - пĕлỹ тĕнчи. Ăçта кăна çитместĕн, мĕн çеç пĕлместĕн унта ура ярса пуссан. Юмах, калав, сăвă е ытти хайлав вуланă май кĕнеке ăшне пуçĕпех путатăн, унти геройсем евĕр шухăшлама, вĕсемпе савăнса-хурланма пуçлатăн.
     Елчĕк шкулĕнчи 4 "а" класра пĕлỹ пухакансем çак кунсенче тĕп библиотекăра "Кĕнекесен тĕнчинче" ятпа иртнĕ урокра пулса курнă, "Ман юратнă кĕнеке", "Çут çанталăкăн тĕлĕнтермĕш тĕнчи", "Истори страницисем", "Юмах патĕнче хăнара" куравсемпе паллашнă.  
     Ача-пăча тĕслĕх библиотекин заведующийĕ Л.Смирнова тата В.Ишмуратова библиотекарь вĕренекенсене вулавăшпа, "Шăпăрлан" уйрăмпа тĕплĕн паллаштарнă.
     Вулав залĕнче "Манăн пĕрремĕш библиотека" электронлă каталогпа ĕçлесе курни ачасене пуринчен ытла килĕшнĕ.


"Елчĕк Ен"
14 марта 2006
00:00
Поделиться