Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи кирли - паха пĕлỹ

     1996 çулта ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Çĕнĕ шкул" программа сĕнни вĕрентĕве аталантарас ĕç çине урăхла пăхма хистерĕ. Чăн та, унтанпа вĕрентỹ тытăмĕнче чылай улшăну пулса иртрĕ.
     "Пире пĕтĕмĕшле вĕрентỹ мар, пурте паха пĕлỹ илни кирлĕ", - çирĕппĕн палăртать Н.Федоров.
     Çак çулсенче Чăваш Енре 207 шкула реструктуризациленĕ, 178 никĕс шкула чи çĕнĕ йышши вĕренỹ оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Вăл шутра Елчĕкри никĕс шкулне те. Юлашки çулсенче кунта "Вĕрентỹ системин проектне" ăнăçлă ĕçе кĕртсе пыни сисĕнет. Вĕренỹ оборудованийĕсемпе пуян шкулта икĕ компьютер класĕ, пурĕ 44 компьютер. Вĕрентекенсем компьютерпа ĕçлеме пĕлнипе пĕрлех унпа вĕрентỹре тухăçлă усă кураççĕ, кăткăс программăсемпе, Интернетпа çыхăнса ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ предмет урокĕсене час-часах компьютер класĕсенче ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Чылай вĕрентекенĕн килĕнче те компьютер пурри ĕçре пысăк пулăшу кỹрет.
     Информатика вĕрентекенĕ пулса Ю.Кузнецовпа Е.Кузнецова тăрăшаççĕ. Ачасене компьютера алла илме уроксенче хăнăхтарнисĕр пуçне Елена Петровна ятарлă кружок та ертсе пырать. Кунта вĕренекен шкулта ларсах кирек хăш çĕршыва çитме, унăн паллă çыннисен ĕçĕсемпе паллашма, библиотекăсенчи тĕрлĕ кĕнекене суйлама пултарать.
     Паян шкул ачи компьютерпа 7 класранах ĕçлеме хăнăхать. Вĕрентекенсем пĕлтернĕ тăрăх, Елчĕкри шкулта вĕренекен 140 ачан килĕнче компьютер пур. Вĕсенчен 35-шĕ Интернетпа çыхăннă.
     Вĕрентекенĕн ĕçне метр-тоннăпа е çеккунтпа виçме çук. Унăн ĕçĕн пахалăхĕ - вĕренекенĕсем çулсерен иртекен предмет олимпиадисенче малти вырăнсене йышăнни. Кăçалхи предметсен олимпиадисенче Елчĕк шкулĕ чи лайăх кăтарту тунă. Унта ăс пухакан 43 ача çĕнтерỹçĕ тата призер ята çĕнсе илни вĕрентекенсем чăн та паха пĕлỹ пама пултарнине çирĕплетет.


"Елчĕк Ен"
14 марта 2006
00:00
Поделиться