Çур аки çитет, васкама хистет
Тунти кун район администрацийĕнче пулса иртнĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.А.Ефимов ертсе пынă.
"Елчĕкри сельхозхими" патшалăх унитарлă предприятийĕ унччен районти ял хуçалăх предприятийĕсене нумай енлĕ пулăшу панă: усă куракан çĕр лаптăкĕсене извĕç, минераллă удобренисем сапнă, тислĕк кăларнă, транспорт пулăшăвĕ панă, ытти ĕçсем тунă. Рынок саманинче предприяти хăйĕн ĕçлес пултарулăхне майĕпен çухатса пынă. 2006 çул пуçламăшĕ тĕлне "Елчĕкри сельхозхими" ПУП панкрута тухас патнех çитнĕ. Налук, ĕç укçи, ытти парăмсем пысăк. Çакна шута илсе, предприятие çухатас мар тĕллевпе район администрацийĕ ЧР Ял хуçалăх министерствине предприятие район харпăрлăхне парас ыйтупа тухнă. Ăна тивĕçтернĕ. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе "Елчĕкри сельхозхими" муниципаллă предприятие ертсе пыма П.Н.Тихонова шаннă.
П.А.Ефимов ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине мĕнле хатĕрленнипе паллаштарнă. Ку енĕпе лару-тăру çăмăл мар. "Кушелга" ООО, "Заря" хуçалăхсен акмалли вăрлăх, районти хуçалăхсен çуррин çур аки тума 1 кг топливо çук. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ уйăхсерен чакса пырать. Хăшĕ-пĕрисем выльăх-чĕрлĕх пачах тытмаççĕ ("Заря"), теприсен ("Дружба", "Кушелга" ООО) темиçе пуç мăйракаллă шултра выльăх çеç.
Çав вăхăтрах агропромышленноç комплексне, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине чи малтан аталантармалли отрасль тесе палăртнă. Ял хуçалăх продукчĕсене туса илессине икĕ хут ỹстерме пăхнă. Çакна район администрацийĕпе ял тăрăхĕсем социаллă пурнăçа, экономикăна аталантарас енĕпе хатĕрленĕ килĕшỹ проектĕнче палăртнă. Унпа район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн ертỹçи Л.Г.Чернова паллаштарнă. Умра чăннипех пысăк ĕçсем тăраççĕ, хуçалăхсен чылай отрасльпе плана пурнăçлама пулать. Анчах тĕш тырă культурисене туса илессине районĕпе 27 пин тоннăран (2005 çулта) 52 тонна çитерме чăннипех йывăр. Çакна ял хуçалăхĕнчи паянхи лару-тăрăва пĕлекен кашни çын ăнланать.
Канашлура çурхи шыв-шур вăхăтĕнче кĕперсене, плотинасене, çул-йĕре сыхласа хăварас ыйтăва та тишкернĕ. Ку енĕпе тавлашу та сиксе тухнă: вĕсемшĕн кам яваплă( Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.А.Ефимов палăртнă тăрăх, гидротехника сооруженийĕсем сыхлавĕшĕн ял хуçалăх предприятийĕсем яваплă. Анчах ял тăрăхĕсен те çак ĕçе куçран вĕçертмелле мар.
"Елчĕк Ен"