08:27_ Хисеплĕ хĕрарăмсем! Чипер хĕрсемпе маттур хĕрачасем!
Сире пĕрремĕш çурхи уяв - Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн, ăшшăн-ăшшăн саламлатăп.
Çак чăннипех илемлĕ те асамлă кун çеç мар, çулталăк тăршшĕпех эсир ырă сăмахсене илтме тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен пире кун çути парнеленĕ юратнă та хаклă аннемĕрсем, хисеплĕ мăшăрсемпе аппа йăмăксем яланах çемье çирĕплĕхĕ, кил-çурт ăшши, вучах упраканĕ, обществăн тĕрекĕ пулса тăраççĕ.Кирек епле ĕçре,обществăлла пурнăçра та хĕрарăмсем - патвар ĕçченсем, пултаруллă ертỹçĕсем,производствăра малта пыракансем. Районти халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче, культурăпа вĕрентỹ , сывлăха сыхлас ĕçре вăй хуракан, халăха тĕрлĕ пулăшу парассипе тимлекен хĕрарăмсем çĕршер. Елчĕк район хĕрарăмĕсемпе хĕрĕсем ял хуçалăхне, экономикăпа культурăна аталантарас, çамрăксене вĕрентес, çынсен сывлăхне сыхлас, халăха куллен тĕрлĕ пулăшу парас тĕлĕшпе вăй-халне, ăс-хакăлне шеллемеççĕ,малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ.
Хаклă асаннесемпе кукамайсем, аннемĕрсем, аппасемпе йăмăксем, савнă çыннăмăрсем!
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, таса та ĕмĕрлĕх юрату, тăнăç та тулăх пурнăç, çитĕнỹсем, ăнăçу сунатăп, пархатарлă ĕçĕрсемшĕн, пурнăçри хастарлăхăрпа сăпайлăхăршăн, чăтăмлăхăршăн чĕререн тав тăватăп. Сăн-питĕртен нихăçан та йăл кулă ан кайтăр,телейлĕ те мал ĕмĕтлĕ пулăр.
Район пуçлăхĕ
Н. П. Миллин.