Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăй хурсан ĕç ỹсĕнет

     Акционерсен "Прогресс" хупă обществин членĕсем иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕç. Хуçалăх паянхи саманара ура çинче çирĕп тăнине кăтартса параканни - унăн таса тупăшĕ, рентабельлĕхĕ. 2005 çулта таса тупăш 9 миллион та 226 пин тенкĕпе танлашнă. Çав шутран ỹсен-тăран отраслĕнчен - 554 пин тенкĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен - 7522 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ. Рентабельлĕх 29 процентпа, таса тупăш усă куракан пĕр гектар çĕр пуçне 2587 тенкĕпе танлашнă.
     Общество членĕсем иртнĕ çул усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 578 центнер сĕт, 139 центнер аш-какай туса илнĕ. "Прогресс" хуçалăх иккĕмĕш çул ĕнтĕ "Ылтăн пучах" приза алăран ямасть, районти хуçалăхсем хушшинче тĕш тырă туса илессипе пĕрремĕш вырăн йышăнать. Иртнĕ çул кашни гектартан 41,9 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Çавăн пекех кашни гектартан 198 центнер çĕр улми, 195 центнер пахча çимĕç, 228 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ пухса кĕртнĕ. Пĕчĕк тăкакпа рынок тухăçлă продукци туса илесси - паянхи самана ыйтăвĕ. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ "Прогрессем". Хуçалăх ертỹçи М.Разумов пĕлтернĕ тăрăх, паян сысна ашĕ, сĕт сутса, сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерсе пысăк тупăш илме пулать. Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕх валли пахалăхлă апат хатĕрлесси тĕп вырăнта тăнă. Иртнĕ çул 1 условнăй выльăх пуçне 24 центнер апат единици хатĕрленĕ. лсеренех выльăх-чĕрлĕх хисепне, ăратлăха ỹстерессипе тимлеççĕ. 2005 çулта мăйракаллă шултра выльăхсенчен 1700 центнер, сыснасенчен 3010 центнер аш-какай туса илнĕ. Ăна сутса хуçалăх кассине пурĕ 13 миллион та 836 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Сысна çури илессипе те иртнĕ çул аван кăтартусем тунă. Пĕр тĕп амаран 21,8 çура, пурĕ 4250 çура илнĕ. Ырă сăмахсемпе Тỹскелти, Ĕнелти, Патреккелти сысна фермисен коллективĕсене асăнса хăвармалла. Уйрăмах тăрăшуллă ĕçченсене асăнни те вырăнлă. Ăмăрту пуçĕнче А.Воронцова (Патреккел), М.Галкина (Тỹскел), С.Исакова (Ĕнел) пыраççĕ.
     Сĕт паянхи кун "шурă ылтăнпа" танлашать. 2005 çулта "Прогресс" хуçалăхра пурĕ 20600 центнер сĕт суса илнĕ, çавна май хуçалăх кассине 12 миллион та 325 пин тенкĕ тупăш пырса кĕнĕ. Сĕт суса илесси 2004 çулпа танлаштарсан ỹснĕ. Çавăн пекех 544 пăру илнĕ 9188 пăру ытларах). Иртнĕ çул пĕр ĕнерен Н.Скворцова - 4740 килограмм, Н.Чернова - 4734 килограмм, В.Дозоров (Патреккел) 4686 килограмм сĕт суса илнĕ.
     Елчĕкри ĕне ферминче паянхи кун талăка кашни ĕнерен 20 ытла килограмм сĕт сунă.
     Хуçалăх фермисенче ют çĕршывра кăларнă оборудование вырнаçтарса пынăран ĕç тухăçлăхĕ, продукци пахалăхĕ ỹсни куç умĕнче.
     В.Сочков тĕп агроном пĕлтернĕ тăрăх, тĕш тырă туса илесси пĕлтĕр кашни бригадăрах ỹснĕ. 3-мĕш комплекслă бригада вара №ертỹçи А.Чернов№ уйрăмах ырă ята тивĕçлĕ. Тырă çитĕнтерес ĕçре çĕнĕ техникăпа, минераллă удобренисемпе пĕлсе усă курни пысăк вырăн йышăнать. Паянхи кун тĕш тырă сутса хуçалăха пысăк тупăш кỹреймĕн, мĕншĕн тесен унăн хакĕ йỹнĕ. Элита вăрлăх çитĕнтерсе сутни вара тупăшлă. Анчах та вăрлăха тивĕçлĕ кондицине çитериччен чылай тар тăкмалла. Иртнĕ çул çĕр улми тухăçĕ те ỹснĕ. Тĕп агроном пĕлтернĕ тăрăх, çĕр улми тухăçлăхĕ ỹснин вăрттăнлăхĕ - рет хушшине кăпкалатакан çĕнĕ агрегатпа усă курнинче.
     Маларах каларăмăр, паян сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерни пысăк тупăш илме май парать. Ăна çын вăйĕсĕр, хими препарачĕсемпе анчах усă курса çитĕнтерессине вăя кĕртни пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç хуçалăхра.
     Асăнма кăмăллă, 2005 çулта сахăр чĕкĕнтĕрĕ сутса хуçалăха 2 миллион та 306 пин тенкĕлĕх сахăр песукĕ илсе килнĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ сутса 493 пин тенкĕ таса тупăш пулнă, рентабельлĕх 27 процентпа танлашнă.
     Общество çулсерен çĕнĕ техникăпа пуянланса пынине палăртма кăмăллă. Иртнĕ çул çак тĕллевпе 2 миллион та 633 пин тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех тĕрлĕ техникăн запас пайĕсене илме 2 миллион та 494 пин тенкĕ тухса кайнă.
     Хуçалăх членĕсене çулталăк тăршшĕпех ĕç укçине вăхăтра тата тивĕçлипе тỹлес тесе правлени ĕçченĕсем хăйсенчен мĕн килнине веçех пурнăçлаççĕ. Иртнĕ çул ĕç укçи тỹлеме çеç 8 миллион та 404 пин тенкĕ уйăрнă.
     Пухура ĕç дисциплинине пăснăран сиксе тухнă инкексем çинче те чарăнса тăчĕç, çитменлĕхсене малашне пĕтерме палăртрĕç.
     Пухура ял хуçалăх производствинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Тỹскелти сысна фермин заведующине Л.Шашковăна тата машинăпа трактор паркĕн заведующине Г.Крылова Хисеп грамотисем парса чысларĕç.
     Çакна палăртмасăр иртме çук. Ỹсĕмсем ĕçченсен тăрăшулăхĕнчен чылай килеççĕ. Чăн та тăрăшуллисене - Г.Филимонов, В.Чувайкин, С.Муллин комбайнерсене, В.Крылов, И.Алюкин, В.Можаев, Г.Горшков, В.Воронцов, В.Добронравов, В.Мисяков, И.Кузнецов, В.Охотин механизаторсене, М.Галкина, С. Исаева, А.Воронцова сысна пăхакансене, Н.Скворцова, Н.Чернова, В.Дозоров, С.Григорьева ĕне сăвакансене тата ытти нумай-нумай ĕçчене - ятран калама кăмăллă. Вĕсене кашнинех хаклă парнесемпе хавхалантарчĕç.
     Пухура ревкомисси отчетне, çулталăк отчетне итлерĕç, производствăпа финанс планне çирĕплетрĕç, тĕп специалистсем тухса калаçрĕç.
     Акционерсен "Прогресс" хупă обществин ертỹçи пулма М.Разумова хăйнех суйларĕç.
     Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д.Алюкин хутшăнчĕç.
     Шупашкартан килсе çитнĕ "Янташ" ушкăн ĕçченсене хаваслă юрă-кĕвĕпе тыткăнларĕ


"Елчĕк Ен"
16 февраля 2006
00:00
Поделиться