Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Утăмсем малалла çеç пулччăр

     Çак кунсенче акционерсен "Прогресс" обществинче тата "Нива" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем иртрĕç. Хăй вăхăтĕнче çак икĕ хуçалăх районта чи вăйлă аталаннисен йышĕнче пулнă, пĕр-пĕринчен вĕренсе, тупăшса ĕçленĕ. Паян вара икĕ хуçалăх пачах расна, çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе "Прогресра" таса тупăш тăхăр миллионран иртнĕ пулсан, "Нивăра" - миллион ытларах тăкак.
     "Нива" ял хуçалăх производство кооперативĕн отчетпа суйлав пухăвне унăн ертỹçи Г.Смирнов ертсе пычĕ, вăлах кооперативăн 2005 çулхи ĕçĕ пирки отчет турĕ. Чи малтанах ертỹçĕ хуçалăх начар ĕçленине палăртрĕ. 2004 çулта выльăх апачĕ сахал тата начар хатĕрленине пула выльăхсен ỹт хушаслăхĕ, çура, пăру илесси палăрмаллах чакнă. Çавна май аш-какай туса илесси те тупăш вырăнне тăкак кăна кỹнĕ. Парăмсем нумайланнине пула выльăх-чĕрлĕхе пусса аш-какая çавăрма тивнĕ.
     2005 çулхи акана чиперех вĕçленĕ. Анчах севок, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр анисене çум пусса кайнине пула пăсса çĕнĕрен акма тивнĕ. Ку каллех тăкак çеç кỹнĕ.
     Курнавăш халăхĕ ĕçрен писмен-ха. Чăн та, пысăк укçа хыççăн Мускава кайнисем те сахал мар. Вырмара, акă, ĕç кал-кал пынă. Çĕнĕ "Енисей" комбайн пĕтĕм ĕçĕн 80 процентне пурнăçланă. Вĕрентекенсемпе шкул ачисем те хуçалăх ĕçĕнче пысăк пулăшу панă. Г.Корниловпа Н.Круглова, А.Кругловпа Д.Паймина, пĕр тăван Николаевсене хуçалăх ертỹçи палăртмасăр иртмерĕ.
     Кăçалхи хĕле каçма выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрленĕ, ака валли те кондициллĕ вăрлăх кирлĕ чухлĕ. Анчах хальлĕхе çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрлемен.
     Ревизи комиссийĕн ертỹçи С.Курчина тĕплĕн отчет туса пачĕ. Вăл хуçалăхра укçа-тенке перекетсĕр тыткаланине палăртрĕ. Хуçалăх агрономĕ Г.Иванов ĕçе сахал çын хутшăннине пĕлтерчĕ. Хуçалăх членĕсем çĕр ытларах çын шутланаççĕ пулин те ĕççи вăхăтĕнче ĕçлекен çителĕксĕррипе тарăхаççĕ.
     Пĕтĕм çĕрсен 40-45 процентне çеç кĕрхи çĕртме сухи туса хăварнă пулин те энерги перекетлекен çĕнĕ йышши техникăпа ĕçлесси пирки шутламаççĕ-ха кунта.
     В.Горшков тĕп инженер та хуçалăх ĕçне начар хак пачĕ, техника кивелни, кадрсем çитменни пирки те асăнчĕ.
     Отчетпа суйлав пухăвне район пуçлăхĕ Н.Миллин, унăн çумĕ П.Ефимов, ял хуçалăх пайĕн ертỹçи В.Никитин хутшăнчĕç. Тухса калаçнă май вĕсем те хуçалăх ĕçĕпе кăмăлсăррине, панкрута тухиччен урăх, тĕрĕс çул суйласа илмеллине палăртрĕç.
     Хуçалăх çĕнĕ ертỹçине суйласси вара чăн-чăн суйлавах çаврăнчĕ. Пухăва пуçтарăннисем сĕннĕ икĕ кандидатран пĕрне вăрттăн сасăласа суйларĕç. Ытларах сасă пухса "Нива" хуçалăхăн ертỹçи пулма Ю.Смирнова шанчĕç. Юрий Аврамович Курнавăшсен шанăçне пĕрле ĕçлесе тỹрре кăларма пулчĕ.
     Пуху вĕçĕнче ĕçре тăрăшуллисене, тивĕçлĕ канăва каяканнисене Хисеп грамотисем тата укçан преми парса хавхалантарчĕç. Халăх йышлă пуçтарăннипе усă курса граждансен пухăвне те ирттерчĕç. Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Турхан халăха Чăваш Республикин Президенчĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Самообложени укçи пушар машинисене, башньăсене тытса тăрасси, кас хуралĕ йĕркелесси, урамра çутăсем çутатасси пирки кирлĕ йышăнусем турĕç. Ял тăрăхĕн бюджетне укçа кĕртес тесе халăхран сĕт пуçтарасси, выльăх-чĕрлĕхе районти хатĕрлев кантурне парасси пирки те калаçу пычĕ пухура.
     Кăçалхи утă уйăхĕнче иртмелли ял хуçалăх çыравĕ пирки статистика специалисчĕ В.Иванов ăнлантарчĕ.


"Елчĕк Ен"
16 февраля 2006
00:00
Поделиться