Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Спорт çурчĕ йыхравлать

     Елчĕкри Спорт çуртне хута янăранпа районти спорт вăййисене юратакансем валли анлă çул уçăлчĕ тесен те юрать. Кунта кашни кун каçсерен волейболистсем, баскетболистсем тренировкăна пухăнаççĕ. Унсăр пуçне район, республика шайĕнчи чемпионатсем, турнирсем ирттересси те йăлана кĕрсе пырать.

     Иртнĕ эрне кун районти шкулсенче вĕренекен хĕр ачасем-волейболисткăсем вăйлă командăна палăртассипе тупăшрĕç. Пурĕ 7 команда ăмăртăва тухрĕ. Хĕрỹ пычĕ кĕрешỹ. Çапах та финалта Çирĕклĕ Шăхальсем Кĕçĕн Таяпасенчен выляса илсе пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Виççĕмĕш вырăншăн Курнавăшсемпе Елчĕксем вылярĕç. Ăнăçу Курнавăшри çамрăк волейболисткăсен енче пулчĕ - вĕсем призерсен йышне кĕчĕç. Хĕр ачасен пĕрлештернĕ район команди республикăри шкул ачисен спартакиадинче малалла кĕрешет. Спартакиадăн зонăри ăмăртăвĕсем те Елчĕкри Спорт çуртĕнче иртрĕç.

     Кĕçнерни кун кунтах шкул ачисен спартакиадине хутшăнакан волейболистсен зонăри ăмăртăвĕн тепĕр тапхăрĕ иртет. Маларах пирĕн районти арçын ачасем Канаш хулин пĕрлештернĕ командинчен 3:0 шутпа выляса илнĕччĕ. Хальхинче вара вĕсем Канаш тата Комсомольски районĕсенчи волейболистсен командисене йышăнĕç.



"Елчĕк Ен"
16 февраля 2006
00:00
Поделиться