Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Асра юлнă чупу

     "Раççейĕн йĕлтĕр йĕрĕ çине" чупăва пирĕн республикăра нарăсăн 5-мĕшĕнче ирттерме палăртнăччĕ. Анчах ун чухнехи сивĕ çанталăк çав куна улăштарма хистерĕ. Массăллă чупу вырсарни кун Шупашкарта пулса иртнĕ. Унта пин-пин çын хутшăннă.
     Район администрацийĕн ертсе пыракан специалисчĕ Н.Адюков пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районтан республикăри спорт уявне пурĕ 135 йĕлтĕрçĕ хутшăннă. Çав шутран 28-шĕ çитĕннисем - учительсем, патшалăх тата муниципалитет органĕсенче ĕçлекенсем, рабочисем. Чупăва хутшăнакансенчен ытларахăшĕсем пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсем пулнă. Елчĕксем ăмăрту вырăнне - Шупашкар 500 çул ячĕпе хисепленекен парка 5 автобуспа тата ГАЗельпе кайнă. Кушкă шкулĕн автобусĕ темшĕн çула тухайман. Апла пулин те Кивĕ Эйпеçри спорт тусĕсем (Кушкăсемпе вĕсем пĕр автобуспа каймалла пулнă) ятарласа пĕчĕк автобус тытса Шупашкара çитнĕ, ăмăртăва хутшăннă.
     Массăллă старт тăватă ушкăнра иртнĕ. Хĕрсемпе каччăсем 3 çухрăма чупнă. Пĕлтĕр ку дистанцире Курнавăш каччи Николай Исаев çĕнтернĕччĕ. Халĕ Шупашкарти биатлонистсем хатĕрлекен шкулта ăсталăха туптакан çамрăк кăçал çитĕннисен ушкăнĕнче 5 çухрăмлă йĕлтĕр йĕрĕ çинче вăй виçнĕ. Николай Исаев хальхинче те Елчĕк районĕн чысне ăнăçлă хỹтĕленĕ, финиша пĕрремĕш çитнĕ. Ăна çакăншăн кубок, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, чаплă йĕлтĕр парса чыс тунă. Маттур, Николай!
     2006 метра вара министерствăсемпе ведомствăсен, районсен ертỹçисем, вĕсен çумĕ-сем чупса вăй виçнĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ И.Кузнецов 100 участник хушшинче финишра 18-мĕш пулнă. Ку та япăх мар кăтарту.
     Вăй-хал, сывлăх парнелекен чупăва хутшăннă йĕлтĕрçĕсем спорт уявĕ ăнăçлă иртнине, ăна тивĕçлипе йĕркеленине, асра юлнине палăртнă.


"Елчĕк Ен"
16 февраля 2006
00:00
Поделиться