Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ. Христос Туррăмăра хирĕç тухса илни.
Турă Ывăлĕ Святой Сывлăш хăвачĕпе çĕр çинче ỹтленсе çуралнă хыççăн, хĕрĕх кун иртсен, Таса Хĕр Мария закон хушнă тăрăх тасалас вăхăчĕ çитсен, Иосифпа пĕрле Ывăл Турра илсе Вифлеемран Иерусалим чиркĕвне каяççĕ. Унта вĕсене сăваплă ватă Симеонпа Анна пророчица кĕтсе илеççĕ. Симеона Турă ĕлĕкех: "Эсĕ Çăлакан Христоса курмасăр вилмĕн" - тесе каланă. Çав сăмах вырăна килессе вăл 300 çула яхăн кĕтсе пурăннă.
Симеон атте Христос Турра аллине илсен пророксем калани пурнăçланнă. Вăл çапла каланă: "Эй, Туррăм, халĕ ĕнтĕ мана, Хăвăн чуруна, Ху каланă пек, лăплантарса яратăн: "Эсĕ пур халăхсенĕн куçĕ умĕнче хатĕрленĕ çăлăнăçа, суя тĕнлисене çутатас Çутта, Хăвăн Израил халăхийĕн мухтавне манăн куçăмсем курчĕç ĕнтĕ" - тенĕ. Иосифпа Ачан Амăшĕ Мария çав сăмахсенчен тĕлĕнсе тăнă. Симеон атте çак кун çитессине пĕлсе чăтайми кĕтсе тăнă. Пире çылăхлă чурасене çăлма Турă Хăй ача пек ỹтленсе çуралса çĕр çине килет. Пире хĕрхенсе, Хăйĕн этемлĕхĕпе, Хăйĕн пурнăçĕпе, Хăйĕн вĕрентĕвĕпе тата хĕрес çинчи асаплă вилĕмĕпе пирĕн çылăхсене Хăй çине илет. Çак Ывăл Турра кĕтсе илнĕ уявра - пĕр кунрах савăнăçĕ те тата Христосăн пулас асапĕсене кĕтесси те. Паянхи уяв вара иккĕшне те пĕрлештерет. Симеон атте пурнăçне сăваплă пурăнса ирттернĕ çын. Çăлаканăмăра хăй алли çинче тытса тăнă. Хă-йĕн ĕçне тума, тĕнче йĕркине улăштарма килекене алла илме тивĕçлĕ пулнă.
Маларах каланă пек Турă Амăшне те хăрушă хыпар пĕлтернĕ: "Сан чĕрỹ витĕр хĕç касса тухĕ, çав хĕç каснă пек çĕр çинче пурăнакан никам та çавăн пек йывăр-асапа тỹссе ирттермĕ". Вăл ун чухне мĕнле хăрушлăх çинчен каланине ăнланман. Кайран Голгофа тăвĕ çинче Христос Хĕрес çинче асапланнă вăхăтра çав хăрушлăха чăтса ирттернĕ. Сехечĕпе юн юхтарса, асапланса чунĕ тухнине Амăшĕ курса чăтса тăнă. Вара тинех Ачийĕн вилĕ ỹтне Амăшĕ Хăйĕн ытамне илет. Çакăн çинчен Турă Амăшне малтанах каласа пĕлтернĕ те ĕнтĕ Симеон атте. Çавăнпа çак уява уявласа, хамăрăн çăлăнăç çитни çинчен савăнса Турă Амăшĕн чуна çурса яракан хуйхи çинчен те манар мар.
"Елчĕк Ен"