Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пассажирсем мĕншĕн тỹрккес?

     Тăтăшах автобуспа çỹрекенсем çул çинчи харкашусене илтмен мар ĕнтĕ. Теприсем водительсене вăрçма та именсе тăмаççĕ. Кăлăхах хирĕçетпĕр вĕсемпе. Чылай чухне хамăр айăплине те ăнланмастпăр. Çавăнпа та хам курнисем çинчен çырса кăтартасшăн.

     Иртнĕ çулăн юлашки уйăхĕнче Исемпел ялĕн чарăнăвĕнче ветеран удостоверенийĕпе пĕр хĕрарăм ларчĕ. Акă, Кавал ялне çитрĕмĕр. Чарăнура хăшĕ анчĕ, ларакансем те йышлă пулчĕç. В.Курицын водитель автобуса хускатса малалла кайрĕ. Пĕр аллă метр кайнăччĕ-и хайхи хĕрарăм кăшкăрать: "Вася, чар-ха, хамрăн ума çитрĕм!". Автобусри çынсем кĕр кĕрлесе кайрĕç. Аллă метр утма ỹркенекене ỹпкелерĕç. "Эпĕ кунта кашни çынна çурчĕ умне антарса хăвараймастăп", - тесе малалла васкарĕ водитель. Ăнланмалла: унăн палăртнă тĕле вăхăтра çитмелле.

     "Елчĕк-Патăрьел" маршрутпа çỹрекен автобуссем Кушкăра тĕл пулчĕç. Ю.Жирнов водителе каллех ватăрах хĕрарăм вăрçать. "Эпĕ çитиччен виçĕ-тăватă минут кĕтсе тăраймарĕ-ши?" - тет. Кам айăплă вăл автобуса ĕлкĕрейменнишĕн? Мĕншĕн пассажирсем тỹрккес халĕ?

     Пĕр ирхине эпĕ Анат Туçана кайма тухрăм. Акă автобус Кушкăна çитрĕ. Хăшĕсем шофера çийĕнчех укçа тỹлеççĕ, теприсем тỹлевсĕр çỹреме ирĕк панă ветеран удостоверенийĕсене кăтартаççĕ, виççĕмĕшĕсем шăп-шăпăрт тăрса пыраççĕ. Анат Туçа ялĕнче чарăнтăмăр кăна - контролерсем çитсе тăчĕç алăк умне. Çав вăхăтра пĕр арçын анчĕ те тарчĕ. "Эпĕ шофера панă", - тесе хăварчĕ вăл. Контролерсем акт çырчĕç, шофера штраф пачĕç. Çак çын суя удостоверенипе ларнине курнă ытти пассажирсем.

     "Елчĕк - Патăрьел" маршрутпа çỹрекен автобус шоферĕсем яланах рейсра. Сивĕ çанталăк-и, е çумăр витререн тăкнă пек çăвать-и - çак хастар водительсем пассажирсене çитес çĕре вăхăтра илсе çитерме тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ те хăйсене шанса панă ĕçе юратса пурнăçлаççĕ, ĕç стажĕсем те пĕчĕк мар вĕсен. Эпир автобус водителĕсене кăлăхах вăрçатпăр, ылханатпăр. Ытларах чухне хамăр айăплине те ăнланмастпăр.



"Елчĕк Ен"
24 января 2006
00:00
Поделиться