Кăтартусем лайăхланаççĕ
"Пирĕн пурнăç пахалăхне тытса пыма вĕренесси, эпир çиекен апат-çимĕç пахалăхне лайăхлатасси, экологи тасалăхĕ, çирĕп сывлăх, çынсен ырă ăс-хакăлĕ - çаксем пирĕн аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕсем пулса тăраççĕ", - тесе палăртрĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров иртнĕ çулта "Пахалăх - лайăх пурнăçшăн" темăпа иртнĕ регионсен наука-практика конференцийĕнче. Çакна тĕпе хурса ĕçлесе пыраççĕ те Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи территори управленийĕн Патăрьелĕнчи пайĕн Елчĕкри уйрăмĕн специалисчĕсем. Вĕсем районти предприятисем кăларакан апат-çимĕç продукцин пахалăхне тĕрĕслеççĕ, çитменлĕхсене пĕтермелли майсене палăртаççĕ. Иртнĕ çулта çеç санитари службин ĕçченĕсем апат-çимĕçĕн 382 пробине илнĕ, вĕсенчен 2-шĕ ("Елчĕк-ри сыр тăвакан завод" УАОн сĕт-çу продукчĕсем) нормăпа техника документацийĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерменнине палăртнă. Çакă тĕрĕсленĕ пĕтĕм ушкăнăн 0,52 проценчĕпе танлашать. Иртнĕ çул çак кăтарту 2,9 процент пулнă.
Микробиологи кăтартăвĕсене палăртасси те тĕп вырăнта. 2005 çулта санитари службинче тăрăшакансем ку енĕпе пĕтĕмпе 740, çав шутра "Елчĕкри сыр тăвакан завод" УАОра 326 проба илнĕ, вĕсенчен 11-шĕ (1,48 процент) гигиена нормисене тивĕçтермен. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, çакă 0,39 процент сахалрах.