Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инкекрен сыхланмалла

     Халĕ районта çут çанталăк газĕпе анлăн усă кураççĕ. "Кăвак çулăмпа" çуртсене ăшăтакан кăмакасен мăрйисене те тĕрлĕ материалтан тăваççĕ: асбестцементран е алюминирен хатĕрленĕ пăрăхсенчен те, кирпĕчрен те. Асбестцемент пăрăхран хатĕрленĕ мăрьесен хăрушлăхĕ пирки час-часах аса илтеретпĕр пулин те çавах вĕсене лартатпăр. Вĕсем çак сивĕ çанталăкра тарласа шăнса пăрланаççĕ, тĕтĕм çулĕсене хуплаççĕ. Вара хуранĕсем сỹнсе лараççĕ, газ пỹрте тухса тăрать. Çавăнпа çынсем сĕрĕмпе наркăмăшланаççĕ е вилеççĕ. Пирĕн районта çакăн пек тĕслĕхсем те пулчĕç. Мăрьесем шăнса пăрланнине пула Сăрьел ялĕнчи пĕр çын сĕрĕм тивнипе районти тĕп больницăра выртать. Кĕçĕн Таяпа ялĕнче вара çак сăлтава пулах М.Л.Ильина тата унăн ывăлĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
     Газ мăрйисене сỹтсе çĕнĕрен купалас текенсен малтан çакăнпа ĕçлекен çынсемпе канашламалла, анчах нумайăшĕ çапла тумаççĕ. Çакăн пек çăмăлттайлăх инкек патне илсе çитерет. Асбестцементран хатĕрленĕ пăрăхран лартнă газ мăрйисене çиелтен çунман материалпа йăваламалла. Сивĕ çанталăкра мăрьесене те кашни кунах лайăх тĕрĕслесе, тасатса тăмалла. Чылайăшĕ мăрьесенчен çумăр кĕресрен сыхланса шăвăçран е кирпĕчрен виткĕçсем туса лартнă. Çавăнпа пăс тухса каяймасть, каялла мăрье витĕр анать те пăрланса ларать. Тата вентиляци шăтăкĕсене, сивĕрен хăраса, хутпа çыпăçтарса е ăпăр-тапăрпа хупласа хураççĕ. Çунакан газ приборĕсене çынсăр хăвармалла мар, газ хуранĕ сỹннĕ пулсан, районти "Канашмежрайгаз" службине шăнкăравласа пĕлтермелле. Хамăр тимлĕ пулсан инкекрен хăтăлас шанăç пысăк.


"Елчĕк Ен"
24 января 2006
00:00
Поделиться