Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çул çинче çỹретпĕр васкаса...

     Çул çỹремелли дисциплинăна çирĕплетес тĕллевпе çĕнĕ çултан çĕнĕ йĕркесем пурнăçа кĕчĕç. Акă, сăмахран, 12 çула çитмен ачасем малашне ятарласа хатĕрленĕ автомобиль креслинче çеç çула тухма пултараççĕ. Чăнах та, ку йĕрке халиччен те пулнă-ха - çăмăл автомашинăн малти вырăнĕсенче çамрăк ачасене ятарлă креслăна вырнаçтарнă. Халĕ вара хыçалти вырăнсенче те çак йĕркене пăхăнмалла - унсăрăн ГАИ инспекторĕсем 100 тенкĕ штраф хурĕç. Ытти çамрăксен вара хăрушсăрлăх чĕнĕпе çыхăнмалла.
     Тепĕр çĕнĕлĕх - ял тата хула тулашĕнчи çулсем çинче автомобильсем çывăхри хунарĕсене çутса çỹремелле. Йĕркене пăхăнмарăн - кĕсье 50 тенкĕлĕх "çỹхелĕ".
     "Хăваласа иртсе каймалла мар" паллă лартнă пулсан, сирĕн, автомобиль хуçисен, майĕпен пыракан техника хатĕрĕнчен те иртме май çук. Çавăн пекех ятарлă çутăсемпе тивĕçтернĕ техникăран ("Васкавлă пулăшу", ГАИ, ВАИ, пушар сỹнтерекен автомашинăсем) та иртеймĕр - 6 уйăхран пуçласа пĕр çулталăк таран водитель удос-товеренийĕсĕр тăрса юлма пулать.
     Ют çĕршывсенче туса кăларнă автомашинăсен хуçисене те асăрхаттарасшăн: габарит çутисем сарă е хĕрлĕрех сарă тĕслĕ пулсан çеç патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултаратăр.


"Елчĕк Ен"
24 января 2006
00:00
Поделиться