Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ачасем патшалăх хỹттинче

     Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2005 çулхи чỹк уйăхĕн 25-мĕшĕнче йышăннă "Ачаллă çемьесене социаллă çăмăллăхсем паракан тытăма реформăланипе çыхăннă Чăваш Республикин хăш-пĕр саккунĕсен акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунĕ вăя кĕчĕ. Унпа килĕшỹллĕн виçĕ е унран та ытларах ачаллă çемьесене çăмăллăхсем парассине монетизацилеççĕ. Унччен коммуналлă пулăшусемшĕн, хула хушшинчи транспортпа çỹренĕшĕн çăмăллăхсем панă пулсан, халĕ кашни ачашăн пособи укçи тỹлеççĕ. Пособи виçи мĕн чухлĕ пуласси ашшĕ-амăшĕн вăтам тупăшĕнчен тата çемьери ачасем миçе çулта пулнинчен килет. Ача икĕ çул тултариччен сĕт хутăшĕсемпе тата ача-пăчан ытти продукчĕсемпе халиччен тỹлевсĕр тивĕç-тернĕ пулсан, кăçалтан ашшĕ-амăшĕ вĕсемшĕн уйăхра 200 тенкĕ пособи илет, тулли мар çемьесенчи е призывпа службăра тăракан çар çыннисен ачисене тỹлекен пособи те ỹсет, категорине кура, 550-650 тенкĕпе танлашать.

     Уйăхсерен паракан ача пособийĕсене ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне (усрава илекене, опекуна е попечителе) парăнать. Халиччен ача пособийĕ илмен ашшĕ-амăшĕсен пирĕн пата килсе заявлени çырмалла.

     2006 çулта тăлăх ачасене пурлăх енчен пулăшасси те улшăнчĕ. Иртнĕ çулсенче апат-çимĕç, кĕпе-тумтир, атă-пушмак панă пулсан, халĕ уйăхсерен пособи параççĕ. Ку вăл ача миçе çулхинчен, мĕнле лару-тăрура пурăннинчен килет. Ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсем те уйăхсерен 2401-3380 тенкĕ пособи илеççĕ.

     Çакă та савăнтарать: ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособи виçи те ỹснĕ: 6000 тенкĕрен 8000 тенке çитрĕ. Ачана 1,5 çула çитиччен отпуск илсе пăхса ларакан ашшĕ-амăшĕ кăçалтан 700 тенкĕ пособи илсе тăрĕ. Кăçалччен вăл 500 тенкĕпе танлашнă.



"Елчĕк Ен"
24 января 2006
00:00
Поделиться