Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çурт-йĕр тăвассине ỹстермелле

     Çурт-йĕр ыйтăвĕ яланах пĕлтерĕшлĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" Çырăвĕнче республикăра 2008 çул тĕлне пурăнмалли çурт-йĕр строительствине 80 процент ỹстерме тĕллев лартнă.

     Елчĕк район администрацийĕн строительствăпа коммуналлă хуçалăх, газ кĕртес енĕпе ĕçлекен пайĕн ертỹçи И.Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, районта çурт-йĕр тăвассине кăçал пĕлтĕрхинчен 15 процент ỹстерме палăртнă. 2005 çулта районта пурăнакансем 18400 тăваткал метр çурт-йĕр çавăрнă. Çурт хăпартакансем "Çамрăк çемье", "Ял аталанăвĕ" программăсемпе тата ытти ипотека кредичĕсемпе усă курнă.



"Елчĕк Ен"
20 января 2006
00:00
Поделиться