Яла пулăшать
Çĕнĕ çул уявĕ те кĕрлесе иртсе кайрĕ. Ытти чухне Хăвăлçырман тĕттĕм урамĕсем те хăшĕ-пĕрисем уявра çуталчĕç. Уйрăмах "Улыбка" магазин умĕ илĕртрĕ. В.Н.Елизаров предприниматель магазин умне чăрăш лартнă, ăна тата çурта тĕрлĕ çутăсемпе илемлетнĕ. Кашни çулах çавăн пек. Кăçалхи тата хитререх пулчĕ.
В.Елизаров магазинĕ умĕ яланах таса та илемлĕ. Çавăнпах ял çыннисем ун магазинне ытларах çỹреççĕ. Ăна таварсемпе лайăх тивĕçтерсе тăнăшăн та хисеплеççĕ.
Предприниматель ялти ватăсене те пулăшать. Ман çурта çут çанталăк газĕ кĕртме пысăк пулăшу пачĕ.
"Елчĕк Ен"